Чăваш Ен АПКна аталантарма субсидисем илнĕ

Раççей ял хуçалăх министерствипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хăйсем хушшинче тунă 2013 çулта ял хуçалăх производствине пулăшса субсидисемпе тивĕçтермелли Килĕшĕве пурнăçа кĕртсе, Чăваш Ен 2013 çулхи мартăн 22-мĕшĕнче Раççейре малтисен шутĕнче ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене субсидисем пама федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕн пĕрремĕш траншне – 556,7 млн. тенкĕ илнĕ. Субсидисене çак тĕп енсемпе уйăрса панă:
–инвестици кредичĕсен процент тÿлевĕсен тăкакĕсен пĕр пайне саплаштарма – 194,5 млн. тенкĕ;
–хуçалăх ĕçĕн вак формисене аталантарма илнĕ кредитсен процент тÿлевĕсен тăкакĕсен пĕр пайне саплаштарма – 200,0 млн. тенкĕ;
–ăратлă выльăхсем туянма тухнă тăкаксен пĕр пайне саплаштарма – 38,3 млн. тенкĕ;
–1 литр сĕт туса илме тата реализацилеме тухнă тăкаксен пĕр пайне саплаштарма – – 37,2 млн. тенкĕ;
–ÿсен-тăран ÿстерес тĕлĕшпе ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсене паракан субсиди – 86,7 млн. тенкĕ.
Хальхи вăхăтра Чăваш Ен ял хуçалăх министерстви федераци бюджетĕнчен субсидисем илекенсен реестрĕсене туса хатĕрлес тата килĕшсе татăлас ĕçсене тĕпрен илсен вĕçленĕ. Укçа-тенкĕ ял хуçалăх организацийĕсен счечĕсем çине çак эрне вĕçнелле пырса кĕмелле.
Унсăр пуçне Чăваш Енре ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене ку вăхăт тĕлне республика бюджетĕнчен ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе пулăшма 5,7 млн. тенкĕ, кредитсен процентсен ставкисене тÿлеме – 22,5 млн. тенкĕ, агрохими ĕçĕсене пурнăçланин тăкакĕсен пĕр пайне саплаштарма 26,6 млн. тенкĕ, мелиораци техники туянма 763,3 пин тенкĕ субсидисем тÿленĕ. (Тăвай районĕ хатĕрленĕ)
ЧР ял хуçалăх министерстви.


26 марта 2013
09:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter