Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне ирттернĕ

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Правительство членĕсем Чăваш Республикин 2012–мĕш çулхи бюджета епле пурнăçланин саккун проектне  пăхса тухнă. Палăртнă ыйтупа тĕплĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – республикăн финанс министрĕ Михаил Ноздряков тĕплĕн паллаштарнă.  Республикăра йĕркене тытса пырас енĕпе профилактика ĕçĕсене ирттерес тĕлĕшпе ятарлă тĕллевлĕ программа йышăннă. Палăртнă программăна пула, 2009-2012–мĕш çулсенче преступлени тăвасси чакнине, вĕсене уçса парассин кăтартăвĕ те лайăхланнине пĕлтернĕ Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Андрей Тимофеев. Обществăри тăнăçлăха сыхласа хăварас тесен ĕçе малалла та тăсмалла, пурин те пĕр-пĕринпе килĕштерсе тата тĕплĕн ĕçлемеллине палăртнă министр çумĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр ыйтупа çынсене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарассипе ĕçлекен тĕллевлĕ программăн кăтартăвĕсем çинче Чăваш Республикин çурт-йĕр строительствин министрĕ Олег Марков чарăнса тăнă. 2008-2012–мĕш çулсенче пурĕ 5,2 пин çыннăн шăпине татса пама май çитернĕ. Ĕçе пурнăçа кĕртме 1325,9 млн. тенкĕлĕх тăкакланнă. 2012–мĕш çулта Чăваш Республикинче нумай хутлă çуртсене юсав ĕçĕсене туса ирттерме 416 млн. тенкĕ уйăрнă, 21 муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче çуртсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Çул-йĕрсем çинче пулса иртекен инкексен кăтартăвĕсем çинчен Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Владимир Степанов чарăнса тăнă. 2006-2012–мĕш çулсенче транспорт çулĕсем çинче инкексен шучĕ чакнине пĕлтернĕ. Ку кăтартупа субъектсемпе илес пулсан Чăваш Республики лайăххисем шутĕнче. Кăçалхи çул ирттерме палăртнă уй-хир ĕç планĕсемпе Чăваш Республикин ял-хуçалăх министрĕ Сергей Павлов паллаштарнă. Çурхи ĕçĕсене йĕркелесе ирттерессипе Патăрьелсем, Ельчĕксем, Тăвайсем аван ĕçлесе пынине палăртса хăварнă, çав вăхăтрах Йĕпреç, Муркаш, Шупашкар районĕсем ĕçе кирлĕ пек йĕркелеменнине каланă. Республикăри мĕн-пур хуçалăхсенчен 32 проценчĕ çуракине хатĕр пулни çинчен пĕлтернĕ. Паянхи канашлура ытти витĕмлĕ ыйтусене те пăхса тухнă, вĕсен шутĕнче: сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пырасси, культурăн ятарлă  ĕçченĕсене ĕмĕрлĕхех стипенди парса пулăшассине, чĕлхепе  çыхăннă ыйтусем те. Кашни ыйту хăйĕн хуравне тупнă.



27 марта 2013
18:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter