Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче класс ертÿçисен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче класс ертÿçисен методика пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларура кулленхи тĕрлĕ ыйтусем пулчĕç.Тĕп ыйтусенчен пĕри  — шкул ачин сывлăхĕ.

Ку ыйтупа методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Иьина В.Н. тухса калаçрĕ. Ачасен апатланăвне шкулта тĕрĕс йĕркелесси пирки класс ертÿçисем ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче те калаçнăччĕ. Директор çумĕ Тинюкова Н.К. "Çамрăксем сывлăхлă пурнăç йĕркишĕн" акцие Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем еплерех хутшăнни çинчен информаци пачĕ, кĕске тишкерÿ турĕ.

 



27 марта 2013
09:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter