Кил ăшшинчи ачасем телейлĕ

Ачасене çемьере пурăнма яланах  лайăх. Вĕсене çуратса пăхса ÿстересси - çемьен тĕп тивĕçĕ. Опекăпа попечительство енĕпе ĕçлекен специалист çул çитменнисен комиссийĕпе пĕрле Мăн Вылă ял тăрăхĕнче пулнă. Вĕсем çак ялти Ефимовсен, Ермолаевсен, Васильевсен килĕсене çитсе курнă. Ку çемьсенче  ачасене пурăнма, воспитани илме пур условисем те çителĕклĕ: шăпăрлансем вали уйрăм пÿлĕмсем тунă, ку чухнехи компьютерсем туяннă. Опекунсем шăпăрлансене ĕçе хăнăхтараççĕ. Вĕсен ĕçĕсене тĕрлĕрен конкурссемпе мероприятисенче курма пулать. Ачасене уйăрса паракан укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă кураççĕ. Опекунсене право йытăвĕсемпе пулăшнă. Ачасем вара çакăн пек ырă çемьесенче пурăннишĕн питех те кăмăллă. (Элĕк районĕ)



27 марта 2013
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter