Елчĕк районĕ: хальхи вăхăтра кашни ял тăрăхĕнчи драма коллективĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ

Театр кунне артистсем çеç мар, театра юратакансем те паллă тăваççĕ. Пирĕн тăрăхра вара сцена çинче чăн-чăн артистран кая мар вылякансем сахаллăн мар.

 

Кашни çулах районта «Театр тĕнчи» фестиваль иртет. Культура ĕçченĕсемпе пĕрле ялта пурăнакан тĕрлĕ професси çыннисем спектакль лартма хутшăнаççĕ. Ялсенче мĕнле кăна талантлă çынсем пурринчен тĕлĕнетĕн вара. Енчен те çав çынна культура ĕçне явăçтармасан пустуях çухалать-çке унăн пултарулăхĕ. Çавăнпа та çак фестивале йĕркелени çулран-çул пултаруллă çынсене шыраса тупма май парать.

 

Хальхи вăхăтра кашни ял тăрăхĕнчи драма коллективĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Чи маттуррисем Театр кунĕнче Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче хăйсен ĕçĕпе паллаштарĕç. Çак кунах Елчĕкри халăх театрĕ те сцена çине çĕнĕ спектакльпе тухĕ. Эпир Дмитрий Моисеевăн «Ăнсăртран аслати авăтсан» пĕр пайлă камитне лартса парăпăр.

 

Аслисем кăна мар, пĕчĕккисем те спектакльте выляма кăмăллаççĕ. Ача садне кайнă чухне «Маленькая Фея» конкурса хутшăннă хĕр пĕрчисемпе арçын ачасем халĕ «Сириус» студине çÿреççĕ. Сцена ăстисем 3-4-мĕш классенче кăна вĕренеççĕ.

 

Нумаях пулмасть вĕсем Патăрьелĕнче иртнĕ республикăри «АВАНсцена» фестивале хутшăнчĕç. Лидия Саринен «Наян мулкач» пьеси тăрăх спектакль хатĕрлерĕмĕр. Ăна музыкăпа илемлетрĕмĕр. Пĕчĕк артистсем – Игорь Хушкин, Степа Демьянов, Данил Чернов, Катя Ишмуратова, Регина Андреева, Марина Антонова, Мария Пчелова, Юлиан Васильев, Регина Тахиатуллина, Карина Сивкова, Алена Чернова спектакльти сăнарсене лайăх уçса пама пултарчĕç. Шупашкартан килнĕ жюри членĕсем Елчĕксен ĕçне ырларĕç.

 

Фестивале Кивĕ Арланкассинчи «Тарават» студине çÿрекенсем те хутшăнчĕç. Аслă ушкăнри ачасем те хăйсен ăсталăхĕпе палăрчĕç.

 

Шупашкартан килнĕ артистсем, культура институчĕн преподавателĕсем ачасемпе мастер-класс ирттерчĕç, артист профессийĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕç.

 

Паян район халăхне хамăр патăмăрта кĕтетпĕр. Спектакльсем пĕринчен тепри интереслĕ пулаççĕ. Пултаруллă артистсем хамăр çумрах пулнине тепĕр хут курса савăнар.

 

В.Панкратова, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн халăх театрĕн режиссерĕ.



27 марта 2013
14:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter