Элĕк районĕ: лайăх вулама та пĕлмелле

Вулакансен «Чĕрĕ классика» конкурсĕ – Раççей тата чикĕ леш енчи писательсен проза произведенийĕсен  сыпăкĕсене саспа вулассипе ăмăртмалли мероприяти.

Элĕкри вăтам шкулта улттăмĕш классенче вĕренекенсен хушшинче шăпах çак республикăри конкурсăн районти тапхăрĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенни – районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕ.

Конкурса пурĕ 9 шкул хутшăнчĕç. Пĕрремĕш вырăна Юнтапа шкулĕнчи Афанасий Афанасьев  çĕнсе илчĕ, Элĕк шкулĕнчи Анастасия Григорьева та çак вырăнах тивĕçрĕ, Тавăт шкулĕнчи Анастасия Рыкова та пĕрремĕшĕ пулчĕ.

Иккĕмĕшĕсен шутĕнче – Ураскилт шкулĕнчи Марина Александрова, Юнтапа шкулĕнчи Людмила Макарова.

Виççĕмĕш вырăнта – Вутлан шкулĕнчи Александра Афанасьева.



27 марта 2013
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter