Республика пурлăхĕпе мĕнле усă куратпăр?

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика пурлăхĕпе тухăçлă усă курас тĕлĕшпе ĕçлекен правительство комиссийĕн ларăвне ирттерчĕ.

ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Алексей Новиков Чăваш Ен Пуçлăхĕн пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнчи «Чăваш Республикин отрасльсен хушшинчи геоинформацин комплекслă тытăмне туса хурасси çинчен» указне пурнăçласси мĕнлерех пынипе паллаштарчĕ. Министерствăпа Росреестр управленийĕ çĕр-шыв анлăшĕнчи ăс-хакăл пурлăхĕн инфратытăмне йĕркелес тĕлĕшпе пĕрле ĕçлеме килĕшÿ çирĕплетнĕ. Правительство федерацин космос агентствинчен республика территорине тĕнче уçлăхĕнчен ÿкерсе илме ыйтнă. Чăваш Енĕн геоинформаци порталне уçма хатĕрленеççĕ, ытти ыйтăва татса параççĕ. Росреестр управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева çĕр лаптăкне кадастрта шута илтернĕ тата ăна харпăрлăхра тытса тăма право панă чухне çĕре ĕçе кĕртмелли, çурт-йĕр тумалли йĕркепе мĕнлерех усă курни çинчен каласа пачĕ. Лаптăксен чиккисене кадастр шутлавне кĕртесси район, хула, ял тăрăхĕсен шайĕнче еплерех пынипе паллаштарчĕ. Вĕсене ÿкерсе кăтартнă карттăсене управление тăратмалла. Хальлĕхе ку ĕçе Шупашкар тата Улатăр хула администрацийĕсем çеç пурнăçланă.

Республикăра - 291 ял тăрăхĕ. Кадастр 60-ĕн карттине шута илнĕ. 1719 ялтан 1190-ĕн çĕр лаптăкĕсене шутлава кĕртнĕ. Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă, Çĕрпÿ, Пăрачкав, Тăвай районĕсен ку енĕпе татса паман ыйту çук. Вăрнар, Комсомольски, Красноармейски, Елчĕк, Етĕрне районĕсенче вăл нумай. Районсенчи çĕр лаптăкĕсен чиккисене кăçалхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен, хуласенне раштавăн 31-мĕшĕччен, ял тăрăхĕсенне 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен палăртса управленире шута илтермелле. Ку ĕçе вăхăтра пурнăçламасан муниципалитетсен çĕр çаврăнăшне чарса лартассипе хăратаççĕ.

ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина патшалăх унитари предприятийĕсене, республика харпăрлăхĕнчи хуçалăх обществисен акцийĕсене приватизацилес ыйтăва çутатрĕ. Федерацин куçман пурлăха приватизацилемелли программипе килĕшÿллĕн 2018 çул тĕлне патшалăх пурлăхĕн ытларах пайне аукцион ирттерсе сутмалла. Çĕр-шывăн тĕп тĕллевĕсене пурнăçлама кирлĕ объектсене кăна приватизацилемĕç. Патшалăх унитари, муниципалитет предприятийĕсенчен патшалăх харпăрлăхĕнчи уçă обществăсем е хысна учрежденийĕсем туса хурĕç. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра - 18 унитари предприятийĕ /2-не хупаççĕ/, патшалăх харпăрлăхĕнчи 41 уçă общество /4-не пĕтереççĕ/. Çитес çулсенче 16 унитари предприятине, 37 общество акцийĕсене приватизацилеме йышăннă. 2018 çул тĕлне республикăра пĕр унитари предприятийĕ те пулмĕ, патшалăх харпăрлăхĕнчи уçă обществăсен акцийĕсене приватизацилĕç.

Муниципалитетсен 113 предприятийĕнчен 24-не пĕтереççĕ, уçă обществăсем йĕркелесшĕн, пĕчĕк пайĕ кăна вырăнти хăй тытăмлăх харпăрлăхĕнче юлĕ. Министр муниципалитет предприятийĕсене приватизацилес тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçленине палăртрĕ. Пĕлтĕр 3-не кăна акционерсен аллине пама йышăннă. Вăл район-хула администрацийĕсенчен приватизацилемелли предприятисен йышне пысăклатма сĕнет.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 марта 2013
11:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter