Вероника Скворцова: «Чăваш Ен тĕслĕхĕ мăнаçлăх çуратать, савăнтарать...»

Пуш уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче Шупашкарта «Медицина реабилитацийĕ - çынсем вилессине тата инвалида тухассине чакаракан мел» темăпа пĕтĕм Раççейри канашлу пуласса, ăна ертсе пыма РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова килнине вулакансене пĕлтернĕччĕ.

Мускав хăнин республикăри ĕçлĕ çул çÿревĕ медицина учрежденийĕсемпе паллашнинчен пуçланнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Вероника Скворцова тата Алла Самойлова министрсем Президентăн перинаталь центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, «Çире пур хĕрарăмсен шкулне» çÿрекенсемпе - ача кĕтекенсемпе - тĕл пулнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн акушерствăпа гинекологи кафедрин кабинечĕпе уйрăмах кăмăллă пулнă: кунта студентсем кăткăс операцисене тÿрремĕнех сăнаса тăма пултараççĕ.

«Шывпа пылчăк сыватмăшĕ» санаторире пациентсене реабилитацин амбулатори тата санаторипе курорт тапхăрĕнчи пулăшăвĕн технологийĕсене аталантармалли мелсене тишкернĕ. Республикăри ача-пăча клиника больницинче спорт тата тренажер залĕсен, бассейн, пĕчĕккисене сиплекен тĕрлĕ кабинет ĕçне хакланă. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче госпиталĕн электрон тытăмĕпе, регистратурипе паллашнă, анестезиологи тата реанимаци уйрăмĕсенче пулнă, травматологипе ортопеди уйрăмĕсенче операци хыççăн реабилитаци илекен пациентсемпе калаçнă.

Сăмах май, асăннă центрта пациентсенчен кашниех сывлăха тĕреклетекен тĕрлĕ енлĕ пулăшăва тивĕçет. Кунти сиплевçĕсем нумай функциллĕ аппаратсен витĕмĕпе вĕсене кулленхи пурнăçа тавăрмашкăн пĕтĕм майпа усă кураççĕ.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче иртнĕ пленарлă пĕрремĕш ларăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ хăнасене саламланă май граждансен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси патшалăхăн тĕрлĕ шайри органĕсен пĕлтерĕшлĕ миссийĕ пулнине палăртнă. «Чăваш Енре федераци центрĕн чăн-чăн пулăшăвне туйса илнĕ ĕнтĕ. Сывлăх сыхлавĕн модернизаци проекчĕпе ки-лĕшÿллĕн сиплев учрежденийĕсене хальхи кăткăс оборудованипе пуянлатма тата сыватмăшсемпе профилактика çурчĕсене çĕнетсе улăштарма 2011-2012 çулсенче 4852 млн тенкĕ уйăрса панă. Халăхăн медицина ыйтăвĕсене тивĕçтересси хулара та, ялта та сисĕнмеллех лайăхланнă», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Çакна та палăртнă: Чăваш хутлăхĕнче юлашки 20 çулта çут тĕнчене килнисен йышĕ пурнăçран уйрăлнисенчен пĕрремĕш хут иртсе кайнă. Пепкесен вилеслĕх кăтартăвĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче лайăххи шутланать, çураласлăх коэффициенчĕ 1 пин çын пуçне 14 промиллепе танлашать /ФАОра - 13,2, РФра - 13,3/.

Вероника Скворцова Михаил Игнатьева тата Чăваш Ен Правительствине Пĕтĕм Раççейри канашлăва йĕркеленĕшĕн тав тунă тата ăна ирттермешкĕн республикăна суйласа илни ахальтен пулманнине асăннă. «Эпир паян паллашма ĕлкĕрниех мăнаçлăх туйăмĕ çуратать тата савăнтарать. Хамăрăн тĕллевĕмĕрсене ĕçе кĕртнин чĕрĕ тапхăрне курма пултартăмăр, шухăшăмăрсем тĕрĕс пулнипе пĕрлех хут çинчи проектсем те пурнăç ыйтнипе пĕр килнине туйса илтĕмĕр. Чăваш хутлăхĕнче çĕкленнĕ центрсем - реабилитацин виçĕ шайлă тытăмĕн чăн-чăн тĕслĕхĕ: амбулатори, стационар реабилитацийĕпе пĕрле пысăк технологиллĕ медицина пĕр çыхăнура тăраççĕ. Унпа çитĕннисем кăна мар, ачасем те усă кураççĕ. Çавăнпа пĕрлех юлашки сыпăкĕ те - санаторипе курорт кластерĕ - аталанать», - тенĕ федераци министрĕ.

Канашлура Раççей Федерацийĕнче реабилитацин 2020 çулчченхи аталанăвĕн концепцийĕн тĕп положенийĕсене сÿтсе явнă. Чăваш Республикинче ăна пурнăçа кĕртмелли мелсемпе Алла Самойлова министр тухса калаçнă.

Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче канашлу малалла тăсăлнă.

Медицина реабилитацине аталантарассипе çыхăннă темăсене, унăн тĕп концепцийĕн положенийĕсене, пулăшу парассин нормативлă право ыйтăвĕсене сÿтсе явмашкăн Шупашкарти мероприятие Раççейĕн 80 ытла регионĕн медицина отраслĕн представителĕ пухăннă. Унта медицина оборудованийĕн куравне йĕркеленĕ: Раççейĕн 10 хулинчен килнĕ 20 представитель - реабилитаци хатĕрĕ туса кăларас енĕпе кăтартуллă ĕçлекенсем - хутшăннă.

* * *

РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă.

«Эпир медицина реабилитацийĕпе кăна мар, унăн пулăшăвĕпе тивĕçтерессин мĕн пур тапхăрне - профилактикăран пуçласа санаторипе курорт сиплевĕ таранах - аталантарас тĕллевлĕ, - палăртнă федераци министрĕ. - Шел, юлашки çулсенче ку енĕпе тимлесех кайман, тĕп критери ĕçлеме пултараслăха кĕске хушăрах тавăрассипе кăна çыхăнтарнă. Урăхла каласан - çак тапхăрта пациентсене уралантарма май килмесен вĕсене хевтесĕрсен шутне кĕртнĕ. Халĕ лару-тăру тĕпрен улшăнчĕ. Тĕрĕссипе, пысăк çитĕнÿсем те пур ĕнтĕ. Эпир Чăваш хутлăхĕнче канашлăва пухăнни шăпах çакăнпа çыхăннă. Республика çĕр-шывшăн ылтăн фонд пулса тăчĕ, тĕслĕх регионĕ эппин. Кунта юлашки çулсенче медицина реабилитацине аталантарас енĕпе пысăк çитĕнÿ тунă. Кăтартусем, чăн та, савăнтараççĕ. Паян вара эпир Чăваш Ен Пуçлăхĕпе, ЧР Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствипе реабилитацие вăй илтерес енĕпе малашлăхра килĕштерсе ĕçлессин ыйтăвĕсене тишкертĕмĕр, регионсен хушшинчи реабилитаципе амбулатори тата стационар условийĕсенче сирĕн тăрăхри иксĕлми пуянлăха - пылчăк сиплевне, сиплĕ шыва тĕпе хурса пулăшупа тивĕçтерекен центр пирки калаçрăмăр», - пĕлтернĕ министр журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май. (Валентина Смирнова)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 марта 2013
11:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter