«Чăваш Ен воспитателĕ - 2013» конкурсăн муниципалитет шайĕнчи тупăшĕвĕ иртнĕ

Пуринчен те ăстарах, пултаруллăрах педагогсене палăртас тĕллевпе шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсем хушшинче республикăри «Чăваш Ен воспитателĕ-2013» конкурсăн муниципалитет (район) шайĕнчи тупăшĕвĕ иртнĕ. Унта Элĕкри 1-мĕш номерпе 2-мĕш номерлĕ тата Тавăтри 3-мĕш номерлĕ ясли-садиксенчи воспитательсем хутшăннă. Тупăшра пулнисем  пурте хăйсен ăсталăхне туллин кăтартнă. Конкурсра Тавăтри «Пучах» ача-пăча сачĕн воспитателĕ Татьяна Фурсик çĕнтернĕ.

Вăл республикăри конкурса кайма тивĕçнĕ.



28 марта 2013
14:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter