Асăрхануллă пулăр

Март — апрель уйăхĕсенче юр-çумăр ытлашшипех çуни çурхи ейĕве тата вăйлатать. Çавна май çак вăхăтра пурин те асăрхануллă пулмалла. Çурхи ейÿ уйрăмах ачасемшĕн хăрушă. Вĕсем инкек пуласса пĕлмесĕр, пăр çине выляма кĕме пултараççĕ. Çавăнпа та аслисен тимлĕхе ÿстермелле, ачасене пăр çине кĕме юраманнине ăнлантарса памалла. Çурхи пăр питĕ ултавлă. Енчен те эсир пăрлă шыва кĕрсе ÿкрĕр пулсассăн, чи малтанах мĕнрен те пулин тытма, хăвăра тĕрев тума тăрăшăр. Тăруках хăвăрт хусканусем тума юрамасть. Çухалса ан кайăр, кăшкăрăр, ыттисенчен пулăшу ыйтăр. (Муркаш районĕ)



28 марта 2013
13:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter