Каçал ен районĕ: ултавçăсенчен сыхланăр

Юлашки вăхăтра республикăра телефонпа шăнкăравласа улталани нумайланнă. Çавна май районта пурăнакансене асăрхануллăрах пулма сĕнетпĕр.

Ытларах çапла майпа улталаççĕ:

1. Шăнкăравлакан эсир пĕр-пĕр парне — карас телефон, утюг, телевизор, автомашина, çул çÿреве каймалли путевка — выляса илнине пĕлтерет. Анчах та çав япалашăн пĕр-пĕр счет е абонент номерĕ çине укçа — налук е компенсаци тÿлевĕ — куçармалла иккен. Ан ĕненĕр! Чăннипех мĕн те пулин выляса илсессĕн çав япалашăн укçа тÿлемелле мар. Укçа-тенкĕ ыйтаççĕ пулсассăн — сире улталаççĕ!

2. Сирĕн тăван пĕр-пĕр инкеке лекнĕ тесе полици сотрудникĕсем е влаç представителĕсем пек пулса шăнкăравлама пултараççĕ. Ăна пулăшма пĕр-пĕр счет çине укçа куçарма ыйтаççĕ. Укçа куçарма тÿрех ан чупăр! Тăванăрсем патне шăнкăравласа вĕсем ăçта пулнине ыйтса пĕлĕр.

3. Калăпăр, сирĕн юлташ, тăван е паллакан çын карас телефонне çухатнă. Çав номерпе шăнкăравласа сирĕнтен «пулăшу» ыйтаççĕ, укçа куçарма хушаççĕ. Мĕн пулса иртнине тĕплĕн ăнланмасăр нимĕнле укçа та ан куçарăр.

Асамлăх юмахсенче çеç тĕл пулать. Самай тăкакланнă хыççăн та парнене кĕтсе илейменскерсем маларах СМС килнĕ номерсемпе шăнкăравлаççĕ, анчах та абонентсем сас памаççĕ. Асăннă тĕслĕхсене ăша хывса халăха кирек мĕнле хыпара та тĕрĕслеме, преступниксенчен шар курасран асăрханма ыйтатпăр. Ăнăçлă ĕç хыççăн преступниксем СИМ-карттăсене хăвăрт улăштарнăран кайран кам шăнкăравланине тупса палăртма та, укçа-тенкĕ тавăрма та питĕ йывăр пулнине асра тытăр. Сирĕн пата кам та пулин улталама хăтланса шăнкăравласан çийĕнчех полицие пĕлтерĕр.

Çавăн пекех социаллă ĕçченсем пек пулса тĕрлĕ эмелсем, кремсемпе маçсем, массажерсем, чейниксем сутса çÿрекен çамрăксенчен асăрханăр. Çавсене кил-çурта ан кĕртĕр. Ун пек çынсене курсан сăнĕсене, вĕсем çÿрекен автомашина номерĕсене ас туса юлма тăрăшăр, тÿрех районти полици уйрăмне 02, 8(83539) 5-14-13, 5-14-17 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.



28 марта 2013
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter