Элĕк районĕ: рингра - çамрăк боксерсем

Виçĕ куна пычĕ Элĕкри физкультурăпа спорт комплексĕнче республикипех йăлана кĕнĕ çамрăк боксерсен хĕрÿ тупăшăвĕ. Хальхинче вăл 16-мĕш пулчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн ринга Чăваш Енри, Тутартстанпа Мари Элти 120 çамрăк боксер тухрĕç. Финалти вăйăсем çивĕч иртрĕç.

2003-2004 çулсенче çуралнисем хушшинче Тутарстанри Анат Чаллă хулинчи Ленар Салимовпа Элĕк ачисем Кирилл Юртаевпа Эдуард Маслов çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

2001-2002 çулсенче çуралнисенчен чи вăйли – Анат Чаллăри Роман Дадашев.

1999-2000 çулсенчи ÿсĕмрисенчен Çĕрпÿри Валерий Рыжов, Элĕкри Сергей Озеров, Николай Павлов, Евгений Шашкин, Лапсарти Илья Макаркин, Çĕмĕрлери Игорь Кривов, Комсомольскинчи Игорь Каюков мала тухрĕç.

1997-1998 çулсенчи йĕкĕтсем хушшинчи çĕнтерÿçĕсем çаксем – Артем Лупоок (Анат Чаллă), Сергей Сафронов, Дима Павлов, Владимир Вахрушев, Василий Ефимов (Шупашкар), Алексей Тюмеров (Мари Эл), Вячеслав Григорьев (Çĕнĕ Шупашкар), Максим Мамуткин (Элĕк).

Йĕкĕтсенчен хĕрсем те кая юлмарĕç. 1997-1998 çулсенче çуралнисенчен Шупашкарти Анастасия Петрова пурне те çĕнтерчĕ. Элĕкри Анастасия Мурзаковăпа Шупашкарти Дарья Сергеева та çивĕч пулчĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, ăмăртусен тĕп судйи, тĕнче категориллĕ судья, СССР спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ, тĕнче чемпионĕ Валерий Львов, «Пĕрлĕхрĕ Раççей» партин регионти ĕçтăвкомĕн ертÿçин çумĕ Дмитрий Щепелев, хресчен-фермер хуçалăхăн ертÿçи Владимир Журавлев (тĕп спонсор) саламларĕç, парнесем пачĕç.    

 



28 марта 2013
14:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter