Ĕнерхи шкул ачи: кам пуласшăн эс ÿссен?

Профиль центрĕсем профессисем çинчен ытларах пĕлме пулăшаççĕ 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев 2013 çулта Чăваш Енĕн Патшалăх Канашне янă "Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар" Çырăвĕнче ĕçлев службин органĕсем хутшăннипе татса памалли çивĕч чылай ыйтăва çĕклерĕ. Çав шутра - профессипе пĕлÿ тĕлĕшпе ĕçлев рынокне шайлашуллă тăвас ыйтусемпе социаллă тытăмсемпе тата çирĕпрех çыхăну йĕркелесси, машиностроени тата электротехника отраслĕсен предприятийĕсене кирлĕ профессисене суйласа илччĕр тесе шкул ачисемпе йĕркелÿ ĕçне ирттересси.

Çак ĕç çул-йĕрĕнчен пĕри - 2013 çулта Шупашкарти электромеханика колледжĕн, Шупашкарти строительство тата хула хуçалăхĕн техникумĕн, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн никĕсĕ çинче профессисемпе паллаштаракан виçĕ профиль центрĕ туса хуни. Вĕсене йĕркеленин никĕсĕнче - Корея Республикин опычĕ. Унта 2012 çулта Сеул хулинче ачасемпе çамрăксем валли йĕркеленĕ Ĕç суйласа илме тата карьера планлама пулăшакан "Ĕç тĕнчи" центр презентацийĕ пулнă. Унăн Курав тата Сăнав залĕсенче тĕрлĕ профессин 66 инсталляцийĕпе паллаштарнă. Çĕнĕ йышши технологисем пулăшнипе тĕрлĕ професси атмосферине йĕркеленĕ - интерьер япалисем, ятарлă тумтир, ĕç хатĕрĕсем таранах.

Чăваш Республикинче профессисемпе паллаштаракан профиль центрĕсем йĕркеленин тĕллевĕ - çамрăксен профориентаци тытăмне аталантарасси, çамрăксене профессире çул хывмалли майсемпе тивĕçтересси, ĕçе хаклама вĕрентесси, рабочисен профессийĕсен хисепне çĕклесси.

Йĕркеленĕ профиль центрĕсен никĕсĕ çинче ирттернĕ пирвайхи мероприяти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчен вĕренсе тухакансемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ валли пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче йĕркеленĕ Пĕрлехи профориентаци кунĕ пулчĕ. Унăн тĕллевĕ - çул çитмен çамрăксене професси вĕренĕвĕн условийĕсемпе, майĕсемпе паллаштарасси, профессие ăнланса суйласа илме пулăшасси. Никĕс шайĕнчи професси пĕлĕвĕ илмеллине ăнлантарас, ĕç хакне çĕклес тата инженерипе техника, рабочисен профессийĕсен ят-сумне ÿстерес енĕпе уйрăмах тимлĕ пулнă. Профориентаци кунĕн программине чăннипех тĕрлĕ енлĕ хатĕрленĕ.

Шупашкарти электромеханика колледжĕнче 9-11-мĕш классенче вĕренекенсем валли трактор музейне, "Микроскоп айĕнчи тĕлĕнтермĕш" асамлă курава, Шупашкарти электроаппарат заводне экскурсисем йĕркеленĕ. Машиностроени профилĕн рабочисен профессийĕсемшĕн пултарулăх кăтартуллине çирĕплетме шкул ачисене "ЧЭМКăн профессисен тĕнчи" шоу-программăпа паллаштарнă. Çакă ачасене рабочисен паянхи профессийĕсене çĕнĕлле курма, професси енĕпе хатĕрленÿ лайăх пулмаллине ăнланма пулăшнă.

Сакăр вунă шкул ачи ЧЭМКăн социаллă педагогĕн колледжри студентсен социаллă çăмăллăхĕсем тĕлĕшпе консультаци илнĕ. "Санăн сывлăху тата санăн пулас професси" мастер-класа колледжăн физкультура преподавателĕ ирттернĕ. Кунти лабораторисемпе мастерскойсенче вĕренекенсем валли профессипе тĕплĕ паллаштаракан мастер-классем пулнă.

Шупашкарти электромеханика колледжĕнче шкул çулне çитменнисем те Профориентаци кунне хутшăннă - вĕсем валли кăсăклă "Ремесласем мĕн шăршиллĕ?" программа хатĕрленĕ.

Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче "Кулинари цехĕ", "Вĕренÿ ресторанĕ", "Вĕренÿ барĕ", "Çăкăр пĕçерекен лаборатори" демонстраци залĕсемлĕ "Профессисен асамат кĕперĕ" профориентаци центрĕ уçăлнă. Кунта кашни шкул ачи хăйне повар, официант, бармен, çăкăр пĕçерекен ĕçĕсенче тĕрĕсленĕ. Пĕрлехи профориентаци кунĕнче колледж агитбригади хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă, пулас студентсен ашшĕ-амăшĕ валли колледжра экскурси ирттернĕ. Мероприятие республикăри шкул ачисем кăна мар, Çĕмĕрлери "Елочка" ача çурчĕн воспитанникĕсем те, çывăх вăхăтрах професси суйласа илмеллискерсем, хутшăннă.

Поварсен, çăкăр пĕçерекенсен, барменсен ĕçĕн кăтартăвĕпе çăкăр-булка изделийĕсен, ытти ĕçме-çиме куравĕнче паллаштарнă.

Шупашкарти строительство тата хула хуçалăхĕн техникумĕ шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ валли строительство профилĕн профессийĕсемпе /каменщик, облицовщик-плиточник, штукатур, маляр/ паллашмалли "маршрутсем" хатĕрленĕ. Сăнав залĕсенче кашниех кирпĕч хунă, кафель плитки çыпăçтарнă. Ачасене вĕренÿ заведенийĕ тата профиль профессийĕсем çинчен ÿкернĕ видеофильмсем кăтартнă, интерактивлă "Вĕрен курсĕ" вăйă, "Эсĕ профессисене пĕлетĕн-и?" викторина йĕркеленĕ. Кунĕпех рабочисен профессийĕсен музейĕ, строительство отраслĕнчи профессисем çинчен каласа паракан литература куравĕ ĕçленĕ.

Шупашкарти строительство тата хула хуçалăхĕн техникумĕн шкул çулне çитмен ачасемпе çыхăннă ĕç опычĕ интереслĕ. Шупашкарти 122-мĕш ача садне çÿрекенсем пĕр эрне "Эп рабочи пулăттăм, мана вĕрентчĕр кăна!", "Ĕмĕтри çурт" темăсемпе ÿкерчĕксем хатĕрленĕ. Вĕсене пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче техникум фойине çакнă. Ачасем компьютерпа усă курса модельсем те туса пăхнă: ятарлă программа пулăшнипе хăйсен çуртне сăнарланă, йĕркелÿçĕсем кашнинех ÿкерчĕксене пичетлесе панă.

Пĕрлехи профориентаци кунĕнче профессисемпе паллашмалли профиль центрĕсенче Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин тата Шупашкарти Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр психологĕсем И.П.Беликова, Н.Ю.Бабич тата Е.Е.Нарышкина ĕçленĕ. Вĕсем ачасене ĕçлев рынокĕ, кирлĕ профессисем çинчен каласа панă, професси енĕпе диагностика тунă, кашнинех уйрăм канашсем панă.

Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче профиль центрĕсене шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсене çÿрекен 62 ача, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенчи, Вăрмар тата Шупашкар районĕсенчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 53 учрежденири 939 шкул ачи çитсе курнă. Пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнисемпе - тăлăхсемпе, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисемпе, хевтесĕр ачасемпе - уйрăмах тимлĕ пулнă. Унашкаллисем 13-ĕн килнĕ. Пĕрлехи профориентаци кунĕн мероприятийĕсене шкул пĕтерекенсен 45 ашшĕ-амăшĕ те хутшăннă.

Пĕрлехи профориентаци кунĕнче "Шкул ачисем хăйсене профессире тупассипе çыхăннă çивĕч ыйтусем, вĕсене шкулсемпе, професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсемпе тата предприятисемпе çыхăну тытса татса памалли çулсем" темăпа "çавра сĕтел" йĕркеленĕ. Унта Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.В.Кудряшов, Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Н.Е.Тараканова, ĕç паракансем тата Шупашкар хулинчи шкулсен администрацийĕсен представителĕсем хутшăннă. "Çавра сĕтел" хушшинче профессисемпе паллаштаракан профиль центрĕсене малалла аталантарассине сÿтсе явнă, шкул ачисем ĕçĕн пурнăçри вырăнне ăнланни пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. Вăл е ку ĕç-хĕлпе ачаранах çывăхланни, профессие пĕлсе суйласа илни шкул ачисене малашне ĕçлев рынокĕнче хăйсене шанчăклă туйма пулăшĕ.



Хыпар
28 марта 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter