Патшалăх пурлăхĕпе çĕрĕ пушшех шута юратаççĕ

«Ырă туртăмсем пур, анчах ыйтусем те юлаççĕ-ха», - çапла хакларĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри коррупципе кĕрешессипе çыхăннă ĕç-хĕле. Ыйтусем пур тăк - вĕсене татса памалли майсемпе çул-йĕре палăртмалла. Шăпах çак самантсене сÿтсе яврĕç Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Коррупципе кĕрешес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ытлари кун иртнĕ ларăвĕнче.

Михаил Васильевич тимлĕх кирлĕ ыйтусене пайăррăн палăртрĕ. Çав шутра саккассене саккуна пăсса вырнаçтарни, тĕрлĕ программа валли уйăракан укçапа тирпейсĕр усă курни, çĕрпе çыхăннă саккунсăр тĕслĕхсем, патшалăх тата муниципалитет службин кадр политикинчи çитменлĕхсем - пĕрне те куçран вĕçертме юрамасть. ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов шăпах патшалăх служащийĕсем тĕлĕшпе палăртнă требованисене пăхăнас тĕлĕшпе ĕçлекен комиссисен ĕçĕ пирки сăмах илчĕ. Шел те, чылай ведомство-учрежденире çак комиссисен пĕр ларăвне те ирттермен иккен - ку ĕç çине алă сулнă. Республикăра вара патшалăх служащийĕсем кăна 1,4 пин ытла - çак йышри пĕр çын тĕлĕшпе те ыйту çук тесе никам та шантарса калаймĕ.

Çын патшалăх службинчен кайсан та малтанхи ĕçпе çыхăннă яваплăх тÿрех сирĕлмест-ха. Ĕнерхи чиновнике пĕр-пĕр организацие ĕçе йышăнчĕç тĕк - ун пирки тивĕçлĕ тытăмсене пĕлтермелле. Чылайăшĕ çапла тумасть. Кунашкаллишĕн штрафлаççĕ. «Промстройхолдинг» компание, сăмахран, 100 пин тенкĕлĕх штрафланă.

2012 çулта коррупци тĕслĕхĕсене тупса палăртас енĕпе ĕçленине пĕтĕмлетнĕ май республика прокурорĕн çумĕ Александр Григорьев пăшăрханса палăртрĕ: явап тытакансен шутĕнче ытларах аялти шайри çынсем - вĕрентекенсемпе врачсем. Паллах, кунашкаллипе çырлахма юрамасть. Тепĕр тесен Чăваш Енĕн право хуралĕн органĕсем вак-тĕвекпех çырлахаççĕ тени вырăнсăр пулĕччĕ. Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн ертÿçин çумĕ Анатолий Митин коррупци сĕмĕллĕ преступленисемшĕн суд умне тăнисен тата тăма хатĕрленекенсен «сумлă» списокне асăнчĕ: ФНС, ФМС управленийĕсен ертÿçисем, сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ, шалти ĕçсен пайĕн уголовлă шырав пайĕн пуçлăхĕ, депутатсем... «Статуса пăхмасăр явап тыттарăпăр», - шантарчĕ Анатолий Георгиевич.

Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов пĕтĕмĕшле цифрăсем асăнчĕ: пĕлтĕр Чăваш Енре коррупципе çыхăннă 695 преступление регистрациленĕ. Çав шутра ултав тĕслĕхĕсем уйрăмах нумай - 321. Взяткăпа çыхăннă тĕслĕхсем те сахал мар - 97. Вăтам взятка виçи 25,5 пин тенкĕпе танлашнă иккен. Асăннă преступленисенчен ытларахăшĕ вĕрентÿ /123/, сывлăх сыхлавĕпе социаллă хÿтлĕх /83/ сферисенче, патшалăх влаçĕн /70/ тата вырăнти хăй тытăмлăх /70/ органĕсенче пулнă. Право хуралĕн органĕсенче 35 преступление шута илнĕ. Çивĕчлĕх сирĕлет теме иртерех-ха. Министр каланă тăрăх - кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче коррупци тесе хаклакан 172 преступление регистрацилеме те ĕлкĕрнĕ. Çак хисеп иртнĕ çулăн малтанхи икĕ уйăхĕнчи кăтартуран 1/3 чухлех нумайрах. Должноç преступленийĕсем пушшех пысăк хăвăртлăхпа йышланаççĕ - икĕ хут ÿсме ĕлкĕрнĕ.

Влаç енчен йышăнакан мерăсен тухăçлăхне тишкернĕ май Михаил Игнатьев патшалăх укçипе тирпейлĕ усă курас тĕлĕшпе электрон суту-илĕвне йĕркеленĕ чухне те тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ: «Тепĕр чух çапла та пулать: электрон суту-илĕвĕнче сĕнекен тавар пасартинчен 1,5 хут чухлех хаклăрах. Кун пек тĕслĕхсенче пĕр тăхтамасăр тивĕçлĕ йышăнусем тумалла, мĕншĕн тесен халĕ тавар сĕнекен нумай, конкуренци пур - йÿнĕрех туянма пулать».

Патшалăх пурлăхĕ, çĕр тавра черетлĕ хут тĕплĕ калаçу пулчĕ. Пурлăх министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх - ЧР Патшалăх пурлăхĕн реестрĕнче 21 пин гектар çĕр, 9,9 пине яхăн куçми пурлăх объекчĕ. Вĕсемпе усă курас тĕлĕшпе çитменлĕхсем пур - унитари предприятийĕсен пуçлăхĕсене хавхалантармалли укçана ытлашши тÿлемелли çулсене пÿлменни таранах. Çĕре илес тĕк - ăна арендăна аукцион урлă çеç парассине йăлана кĕртнĕ, çакă бюджета хушма 5,6 млн тенкĕ кÿнĕ. Çĕрсене сапаланă тĕслĕхсемпе 12-13-мĕш çулсенче Арбитраж судне 78 тавăç тăратнă - 68 млн яхăн тенкĕлĕх. Республика майлă 67 йышăну /60,6 млн тенкĕлĕх/ пур ĕнтĕ.

Светлана Александровна муниципалитетсенче çĕр арендишĕн вăхăтра пухман тÿлев парăмĕ пысăк капланнине палăртрĕ - 393 млн тенкĕлĕх. Çийĕнчен çак парăм ÿсес туртăм куç кĕрет. Шупашкар хулипе районĕнче, Канаш хулипе районĕнче унăн виçи уйрăмах пысăк. Чылай çĕрте вырăнсенчи влаçсем çак укçана шыраса илес енĕпе япăх ĕçлеççĕ, айăплисене «юсанма» пулăшмашкăн штрафсемпе усă курмаççĕ. Хăш-пĕр районта пурлăхăн арендăна рынок хакĕпе панă тÿпи ытла та пĕчĕк. Калăпăр, Çĕрпÿсемпе Çĕмĕрлесен - 38% шайĕнче кăна. Çĕр суту-илĕвĕпе çыхăннă пĕлтерÿсене саккунпа килĕшÿллĕн «Хыпар» тата «Республика» хаçатсенче кăлармалла, хăшĕсем вара вĕсене район хаçачĕсенче пичетленипех çырлахаççĕ.

Саккунсăр пайăр тĕслĕхсем пирки те сăмах пулчĕ. Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте ял хуçалăх тĕллевĕллĕ 7,7 пин м2 çĕр çинче капиталлă строительство объекчĕсене çĕкленĕ. Çав вăхăтрах аренда тÿлевĕ пĕчĕк. Ярапайкасси ял тăрăхĕнче «куç хывнă» лаптăк тата пысăкрах - 51 пин м2. Унта та аренда тÿлевĕ 1,7 пин тенкĕ кăна.

Асăннă районтах магистраль нефтепроводне юсама 43 гектара яхăн çĕре арендăна парасси палăрсан унти çĕр лаптăкĕсене туянас кăмăллисем самантрах тупăннă иккен. Ним тумасăрах пысăк услам илме пулать вĕт. Акă мĕншĕн Михаил Игнатьев кайран пысăк çухату тÿсесрен сыхланмашкăн магистраль йышши объектсем вырнаçнă çĕрсене муниципалитетсен харпăрлăхĕнче тытмалли пирки асăрхаттарчĕ.

Вăл аренда тÿлевĕсен парăмĕ пысăккинчен тĕлĕннине те пытармарĕ: «Муниципалитетсем 400 млн тенке яхăн илсе çитереймен - пысăк укçа вĕт. Çак парăм виçи мĕншĕн ÿссе пырать - кам ăнлантараять?» Светлана Енилина ăнлантарчĕ: «Çак калăпăшра 343 млн тенкĕ - Шупашкар парăмĕ. Çав шутра 200 млн тенкĕ - «Сарет» тÿпи...» «Чухлама йывăр мар: парăмăн тĕп пайне тĕп хула илеймĕ. Енсем хăй вăхăтĕнче килĕшÿ тунă, анчах парăма татма никам та ыйтман. Панкрутлăх процедури укçана тавăраймĕ...» - терĕ Михаил Васильевич.

Федерацин регистраци, кадастр тата картографи службин республикăри управленийĕн ертÿçин Екатерина Карпеевăн сăмахĕсем те ыратакан суран çине тăвар сапнăн пулчĕç. Раççейре пурлăх, çĕр тĕлĕшпе çынсем тивĕçлĕ документсем хатĕрлесси çирĕп йĕркене кĕмен. Ку Чăваш Еншĕн те кăтартуллă. Шупашкарта кăна темиçе урамра /«Октябрь: 40 çул» урамра, Марат урамĕпе, Аш-какай комбиначĕн тăкăрлăкĕнчи 7 линире/ çынсен çĕр-хуралтă тĕлĕшпе нимĕнле документ та çук. Çурт кĕнеки кăна. Çĕрпе усă кураççĕ, анчах уншăн налук тÿлемеççĕ. Апла пулмалла мар, анчах суд та ыйтăва татса параймасть. Ним тума аптăрамалла. Çĕрсене е пушатмалла, е унта пурăнакансен харпăрлăхĕнче çирĕплетмелле, анчах мĕнле майпа - паллă мар.

Хăйсене уйăрса панă çĕр лаптăкĕсен чиккинчен тухса çурт-йĕр çĕклекен нумай. Хăшĕсем ял хуçалăх çĕрĕ çинче пурăнмалли çурт тăваççĕ. Теприсене пĕр тĕллев валли çĕр параççĕ, вĕсем вара унта урăх тĕллевлĕ объект тăваççĕ. Строительство валли çĕр илнĕ, анчах чылай çул хушшинче никĕсне те яман тĕслĕх те пайтах. Явап тыттарасси ансат мар. Калăпăр, ял хуçалăх çĕрĕпе усă курманнине çирĕплетмешкĕн ăна 3 çул хушши сухаламаннине-акманнине ĕнентерсе памалла. Строительство валли уйăракан çĕрсем тĕлĕшпе те ĕç-пуç çапларах.

Апла пулин те Михаил Игнатьев ку ыйтусемпе ĕçлемеллине палăртрĕ. Хайхи Шупашкарти «документсăр урамсемех» вăхăт иртнĕ май çивĕчлĕх çуратĕç. Ыйту çакăнса тăрать - вĕçĕмсĕр апла пулма пултараймасть, пĕтĕмпех саккунлă картана кĕртмелле. Хула влаçĕсен ку енĕпе çине тăрса ĕçлемелле.

 Николай КОНОВАЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
28 марта 2013
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter