Çур аки, чăваш чĕлхи тата хастар вице-спикер пирки

Çапла, Министрсен Кабинечĕн Иван Моторин премьер ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи ларăвĕн кун йĕркинчи ыйтусем йышлă кăна мар /пĕтĕмпе 37 - кунашкалли сайра/, тĕрлĕ енлĕ те пулчĕç.

Вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков республикăн 2012 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Хамăрăн тупăшсен бюджетри тÿпи 63%-па танлашнă. Социаллă пурнăçпа культура валли янă тăкаксем 70% урлă каçнă - виçĕм çулхинчен 4% нумайрах. Патшалăх парăмне тытса пымашкăн 288 млн тенкĕ тăкакланă - кунта та перекет пысăк. Пĕтĕмĕшле илсен бюджета ăнăçлă пурнăçланă текен пĕтĕмлетĕве хирĕçлекен пулмарĕ.

Ларура республикăн иртнĕ çул вĕçленнĕ темиçе программине те пĕтĕмлетрĕç. Çав шутра - правăна пăсасран сыхланмалли профилактика программи. Виçĕ çул хушшинче преступленисен шучĕ 1/3 чухлĕ чакнă, граждансен хăрушсăрлăхне çирĕплетнĕ - çакна республикăра пурăнакансем туяççех ĕнтĕ. Çакăн пек документа 13-20-мĕш çулсем валли те йышăнчĕç.

Граждансене юхăннă çурт-йĕр фондĕнчен куçармалли программăна пурнăçласа 1,9 пин çемьене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтернĕ, кивĕ 70 пин м2 çурт-йĕре тĕп тунă. Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли программа кăтартăвĕ те курăмлă: 25,5 пин çын пурăнакан 549 пин м2 çурт-йĕре юсанă. Строймин пуçлăхĕ Олег Марков кунашкал çĕнĕ программăсене хатĕрленине палăртрĕ, вĕсене çывăх вăхăтрах Правительствăра тишкерме тăратĕç.

Транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Степанов 6-12-мĕш çулсенче çул çÿрев хăрушсăрлăхне çирĕплетмелли тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланă ĕç çинчен каласа пачĕ. Çак программа валли хăй вăхăтĕнче 260 млн тенкĕ уйăрма палăртса хăварнă - 210 млн кăна панă. Апла пулин те Владимир Николаевич çулсем çинчи çивĕчлĕхе чакарма май килнине палăртрĕ те - çакăнпа ЧР Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ Олег Мешков килĕшмерĕ: çынсем вилесси çуллен ÿссе пырать те - эппин, хăрушлăх чакман. Иван Моторин тавлашу çуралма пултарассине пÿлчĕ: çулсем çинчи лару-тăру йывăрлăхне ăнланни çинчен каласа Правительство ку енĕпе çине тăрса ĕçленине палăртрĕ. Сăмах май, Министрсен Кабинечĕн ларăвĕсенче парламент вице-спикерĕсем /вĕсем те, комитетсен ертÿçисем те ларусене çÿреççĕ/ çапла хастар пулнине ас тумастăп: те ларăва ЧР Пуçлăхĕ мар, премьер ертсе пыни, те «вице» ку хутĕнче килеймен спикер вырăнĕнче ларни çапла пуç çĕклеме хистерĕ - Олег Мешков ку хутĕнче кун йĕркинчи темиçе ыйтупа сăмах хушрĕ, вăл е ку саманта уçăмлатма ыйтрĕ, комментари пама та ÿркенмерĕ. Çавнашкал самантсенчен пĕрин пирки - кăшт аяларах... Çур акине хатĕрленни пирки анлă калаçу пулчĕ. Ял хуçалăх министерстви Правительствăн тивĕçлĕ йышăнăвĕн проектне хатĕрленĕ. Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов чылай цифра асăнчĕ. Акса хăварнă çĕрсен лаптăкĕ 568 пин гектарпа танлашмалла - пĕлтĕрхинчен 4,5% ытларах. Пысăк пайĕ, 46% яхăн, тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем. Çĕр улми тÿпи - 8,4%. Министр иртнĕ кĕркунне çанталăк йĕпе тăнине кура кĕрхи культурăсене сахалрах акса хăварнине аса илтерчĕ - 69,5 пин гектар. Калчасем аван хĕл каçнă, çапах вĕсемшĕн хăрушлăх вĕçленмен-ха - çуркуннерен те нумай килет.

Вăрлăх 97% хатĕр, кондицилли - 74%. 7,4 пин тонна удобрени кÿрсе хунă - ку кирлин 37% кăна. Топливо та - 32% çеç. Тракторсемпе техникăн 84% уя тухма хатĕр. Сергей Владимирович хуçалăхсене удобренипе тивĕçтерес тĕлĕшпе Апат-çимĕç фончĕ пулăшассине палăртрĕ: хакăн çуррине малтанах тÿлемелле, тепĕр çуррине - пулас тыр-пул шучĕпе. Кăçал ГСМ туянмашкăн патшалăх субсидийĕ пулмасть. Анчах акакан çĕр лаптăкĕн кашни гектарĕ пуçне уйăракан субсиди, федераци укçи, килнĕ ĕнтĕ. Çавăн пекех суса илекен сĕтĕн кашни литрĕшĕн пĕлтĕрхи 4-мĕш тата кăçалхи 1-мĕш кварталсемшĕн памалли субсидие те ака уйăхĕнче валеçĕç. Эппин, çур аки вăхăтĕнче хресченшĕн тĕрев пулĕ. Министр республика çурхи уй-хир ĕçĕсене йĕркеллĕ ирттерсе ярасса шаннине çирĕплетрĕ. Çанталăка илес тĕк - кунта та хăрушлăх сĕмĕ палăрмасть, юлашки кунсенче нумай юр çуни ял хуçалăхĕшĕн сиенлĕ пулмалла мар.

Правительство пуçлăхĕ çĕр улми шăпипе кăсăкланчĕ. Министр каланă тăрăх - иртнĕ çулхи лаптăка, 48 пин гектар, упраса хăварасшăн. Пĕлтĕр çĕр улми йÿнĕ пулни хăратмасть-и? Сергей Павлов шухăшĕпе - çивĕчлĕх пулнă, пирĕн патра кăна мар, Раççейĕпех. Çавна май хăш-пĕр регионта кăçал çĕр улми лаптăкĕсене чакарасса кĕтме пулать, шăпах çакă «иккĕмĕш çăкăр» хакне ÿстерме пултарĕ.

2013 çул валли ял тăрăхĕсене çурт-йĕре комплекслă майпа тума пулăшмашкăн субсиди уйăрас ыйтăва татса пачĕç. Иван Моторин çав строительство ĕçĕсене кăçал вĕçлемелли пирки асăрхаттарчĕ. Ку ĕçе предприятисене те явăçтараççĕ. РФ Ял хуçалăх министерстви çапла тума хистет-мĕн - вĕсен ĕçченĕсем валли çурт-йĕр çĕкленет вĕт, эппин, тÿпе хывмалла.

Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин тытăмĕнчи темиçе учреждение пĕрлештерессипе çыхăннă черетлĕ утăм турĕç. Ку хутĕнче Çĕмĕрлери виçĕ социаллă центртан пĕрре тума йышăнчĕç, çавăн пекех тĕп хулари Мускав тата Ленин районĕсенчи çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕсене те пĕтĕçтерчĕç. Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова çакă пуçлăхсен шутне чакарма май панине кура тăкаксене пĕчĕклетнине çирĕплетрĕ.

Культура объекчĕсене тĕпрен юсама муниципалитетсене республика бюджетĕнчен субсидипе пулăшасси ыйтусем çуратрĕ. Унччен республика тата районсем тăкаксене çурмалла пайланă. Муниципалитетсем укçа тупма йывăрри пирки ÿпкелешнĕ май çак шайлашăва 75х25 шайĕнче улăштарнă. Анчах капла та хăш-пĕр хула-район хăйсен тÿпине хываймасть иккен. Çавна май вĕсенчен укçана туртса илме сĕнекен те пулчĕ. Иван Моторин хута кĕчĕ: туртса илме васкар мар, анчах республика укçине районсем хăйсен укçа тÿпине хывсан çеç уйăрассине çирĕплетсе хăварар. Çапла турĕç те.

Сунар тĕлĕшпе чарусем йышăнасси тавлаштармарĕ. Йышĕ чакнине кура республикăра виçĕ çуллăха - 16-мĕш çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕччен - пурăшсене, карăксене тата сăвăрсене тытма чармашкăн йышăнчĕç. «Сунарçăсем куншăн кÿренмессе шанатпăр», - шÿтлерĕ премьер-министр.

Юлашкинчен - паллаштарма шантарнă самант пирки. Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова «Чăваш Республикинчи чĕлхесем çинчен» саккуна пурнăçламалли программăна мĕнлерех тÿрре кăларни, ун валли уйăрнă укçапа мĕнле усă курни çинчен доклад турĕ. 10 çул хушшинче 120 млн тенкĕ тăкакланă. Чăваш Ен бюджечĕн тÿпи пысăк мар - 18% кăна. Тĕпрен илсен çак çĕклеме вырăнсенчи бюджетсем çине тиенĕ. Пурнăçланă ĕçсем пирки каланă май Светлана Владимировна садиксемпе шкулсенче чăваш тата вырăс чĕлхисене вĕрентнине, çак чĕлхесемпе олимпиадăсем ирттернине, кĕнекесем кăларнине, ытти ĕçе палăртрĕ. Çак самантра Олег Мешков реплики янăрарĕ: «Халĕ ăнлантăм: чĕлхесем çинчен калакан саккуна пурнăçлама уйăрнă укçапа питĕ лайăх усă курнă та - эпĕ чăвашла тухакан хаçатсенче çырнин çуррине ăнланаймастăп... Чăваш, чăвашла вĕреннĕ... Ăнланмалла мар сăмахсем ăçтан тупăнаççĕ?» Светлана Петрова чĕлхе аталанни, çĕнĕ терминсене ятарлă комисси çирĕплетни пирки калани витĕм кÿчĕ-ши?

 Николай КОНОВАЛОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
28 марта 2013
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter