Тăвай районĕ: пулăçсем ăмăртĕç

Сунарçăсемпе пулăçсен районсем хушшинчи “Канашское” пĕрлешĕвĕ Тăвай районĕнчи “Красная Чувашия” ял хуçалăх кооперативĕн Енĕш Нăрвашри ĕне ферми çывăхĕнчи пĕве çинче пăр шăтарса пулă тытассипе мартăн 31-мĕшĕнче 10 сехетре ăмăрту ирттерет. Кăмăл тăвакансем пурте хутшăнма пултараççĕ. Тĕрлĕ номинацисемпе çĕнтерÿçĕсене палăртĕç, юлашкинчен пулă шÿрпи çийĕç.
В.СОРОКИН, аслă егерь.


29 марта 2013
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter