Кашни çемьере - виç ачаран кая мар

Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынă ФАО регионĕсен пуçлăхĕсен канашлăвне тата полномочиллĕ представительство çумĕнчи Канашăн ларăвне хутшăннă.

Канаш ларăвĕнче федерацин Атăлçи округĕн регионĕсенче демографи политикине пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн ФАОри полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич палăртнă тăрăх - округри 14 регионтан çиччĕшĕнче, çав шутра Чăваш Енре те, халăх йышĕ ачасем çуралнипе пысăкланса пыни сисĕнет. Вăл çакна уйрăммăн палăртнăS юлашки çулсенче демографири тÿнтерле пулăмсене сирме пултарнипе пĕрлех кăтартусене çирĕппĕн ÿстерсе пыма пулăшакан условисем туса хунă.

Лару вĕçленсен журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев ку енĕпе Чăваш хутлăхĕнче йышăннă мерăсем çинче чарăнса тăнă, вĕсен витĕмĕпе çураласлăх ÿснĕ тата халăх йышĕ пысăкланса пынин кăтартăвĕсем çынсем хăйсен вилĕмĕпе пурнăçран уйрăлассипе çыхăннисенчен иртсе кайнă. «Пирĕн республикăри кашни çемьере виçĕ ачаран кая мар çуратса ÿстерни йăлана кĕрессе шанатăп», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

В.АНТОНОВА.



30 марта 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter