Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Коммуналлă пулăшу, çав шутра вĕри шывпа тивĕçтерессин тарифĕсем çинчен  Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков паллаштарнă. Палăртнă ыйтупа хушса Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем  Алексей Ладыков тата Александр Сироткин калаçнă. Алексей Ладыков пурăнмалли çурт-йĕршĕн тӳлекен хаксем пирки ытларах граждăнсенчен ыйтусем килнине палăртнă. Михаил Игнатьев пĕтĕмĕшле республикипе илес пулсан, ку енĕпе лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслесе тăнине палăртнă. Çапах та палăртса хăвармалла, ЖКХри хăш-пĕр ертӳçĕ компанисем тарифсен хакĕсене 30 процента çитиех ӳстернĕ. Республика Пуçлăхĕ ертӳçĕ компанисем тăратакан ĕç хучĕсене пĕтĕмпех шанма кирлĕ маррине, вырăна  тухса тĕрĕслеме, ыйтăва вăхăтра татса памаллине уйрăммăн палăртса хăварнă. Тӳрĕ кăмăлпа ĕçлекен компанисем патне паллах ыйтусем çук, анчах та ултавçăсене вăхăтра тупса палăртса çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине каланă. Тытăма тĕпрен улăштарма кирлине, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен ертӳçĕ компанисенчен хăпма тăрăшмаллине те асăрхаттарса хăварнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Аэропортсен малашнехи шăпи тата ĕçĕ-хĕлĕ çинчен  Чăваш Республикин Миистрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕсен министрĕ  Михаил Янковский тĕплĕн паллаштарнă. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕччен федерацин Атăлçи округĕнче регионта пассажирсене сывлăш транспорчĕпе илсе çӳрессине тивĕçтермелли программа ĕçлет. Малтанлăха палăртнă тăрăх - çак программăпа килĕшӳллĕн 2013 çулта Шупашкар аэропортĕнчен эрнесерен Самара - 10, Сарă тăва - 7, Ĕпхĕве 4 рейс пулмалла. Билет хакĕсене çирĕплетнĕ: Шупашкар-Самар рейспа вĕçме - 2930, Чăваш Ен тĕп хулинчен Сарă тăва çитме 5914 тенкĕ тӳлемелле, Шупашкар-Ĕпхÿ рейс хакĕ - 4395 тенкĕ.  Канашлу кун йĕркинче çавăн пекех çурхи ейӳ ыйтăвĕсем те пулнă. ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Павлов республикăра çурхи ейӳ лару-тăрăвне сăнаса тăма 7 гидрологи постне йĕркелеме палăртнине пĕлтернĕ. Хăрушсăрлăха тивĕçтерме 3,7 пине яхăн çынна, техникăн 660 хатĕрне явăçтарĕç, 60 единица кимĕ-карап та ку енĕпе пулăшу кӳрĕ. Нарăсăн 28-мĕшĕ тĕлне республикăра юр сийĕн хулăнăшĕ 31 сантиметрпа танлашнă. Шыв илме пултаракан зонăра - 58 ял-хула. Михаил Игнатьев çав вырăнсенчи лару-тăрăва тимлĕ сăнаса тăма хушнă.

 



04 марта 2013
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter