«Çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командисем валли спорт резервĕсене хатĕрлемелли тытăмне аталантарасси» ăслăлăх практика конференцийĕ иртрĕ

Пуш уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм Раççейри «Çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командисем валли спорт резервĕсене хатĕрлемелли тытăмне аталантарасси» ăслăлăх практика конференцийĕ иртрĕ. Унта Раççей спорт министерствин тата федерацин спорт центрĕн ĕçченĕсем, тĕрлĕ регионтан яваплă çынсем пулчĕç.

Конференци ĕçне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Михаил Васильевич Чăваш Енре физкультурăпа спорта аталантарас тĕллевпе ФСКсем хута янине, ачасемпе çамрăксене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма ял-хулара футбол уйĕсемпе катоксем пуррине, пултаруллă спортсменсем хатĕрлеме çĕнĕ объектсем çĕкленнине палăртрĕ. «Пирĕн республикăра çăмăл атлетика вăй илнине кура ăна малалла та аталантарăпăр. Ку енĕпе çĕр-шыв чысне тĕнче шайĕнче хÿтĕлеме пултаракан атлетсене çитĕнтерессе шанатăп. Çак конференци пирĕншĕн те, сирĕншĕн те питĕ усăллă. Регионсен опычĕпе паллашни çĕнĕлле ĕçлеме май парать, спорт резервĕсене хатĕрлемелли тытăма лайăхлатать», - терĕ вăл. Раççей спорт министерствин ĕçченĕсене Чăваш Енре çакăн пек пысăк мероприяти ирттерме тивĕçлĕ пулнăшăн, хăнасене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнăшăн тав турĕ.

РФ спорт министрĕн çумĕ Юрий Нагорных патшалăх политики спорт енĕпе пурнăçлакан тĕллевлĕ программăсем çинче чарăнса тăчĕ. «Раççейре çитес пилĕк çулта пысăк ăмăрту чылай иртĕ, çавăнпа çĕр-шывра спорт резервĕсене хатĕрлессипе çĕнĕ тытăм йĕркелемелле», - палăртрĕ вăл. Юрий Дмитриевич «Раççей спорт мастерĕ» ят илнĕ чăваш спортсменĕсене свидетельство пачĕ, Лондонри Олимп вăййисене хутшăннă Кристина Савицкаяна «Раççей спортăн тĕнче класлă мастерĕ» ята тивĕçнипе саламларĕ.

ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников республикăра спорт резервĕсене хатĕрлессипе мĕнле ĕçсем тунипе тата ачасемпе çамрăксен спорчĕ епле аталаннипе паллаштарчĕ. Çавăн пекех конференцин пĕрремĕш ларăвĕнче РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн çумĕ Алăна Аршинова, РФ Спорт министерствин Ăслăлăхпа вĕренÿ департаменчĕн директорĕн çумĕ Константин Вырупаев, Спорт резервĕсене хатĕрлекен федерацин центрĕн мониторингпа аналитика пайĕн пуçлăхĕ Евгений Романов тата Спорт резервĕсене хатĕрлекен организацисен ассоциацийĕн президенчĕ Елена Слесаренко тухса калаçрĕç.

Иккĕмĕш ларура спорт хатĕрлевĕ енĕпе çĕнĕ пулăшу мелĕсене йĕркелес тата ĕçшĕн тÿлес ыйтусене тишкерчĕç. «Çавра сĕтелсенче» спорт шкулĕсемпе Олимп резервĕсен училищисене йĕркелÿпе меслет тытăмне лайăхлатас ыйтусене, ятарлă проектсемпе эксперимент площадкисем епле ĕçленине сÿтсе яврĕç. Ларура Етĕрне районĕнчи «Сăрçи» спорт шкулĕн директорĕ В.Фролов ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ физкультурăпа спорт керменĕн тытăмĕнче епле аталанни çинчен каласа пачĕ.

«Çавра сĕтелсемпе» ларусем хыççăн хăнасем Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулне тата Кÿкеçри «Улăп» спортпа сывлăх центрне çитсе курчĕç, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн фойинче йĕркеленĕ регионсен спортри çитĕнĕвĕсемпе çĕнĕлĕхĕсен куравĕпе паллашрĕç. (Андрей МИХАЙЛОВ)

 



04 марта 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter