Ырă тĕслĕх юнашарах пулин те...

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕçнерни кун Красноармейски районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ. Малтанах «Красное Сормово» тулли мар яваплă общество çур акине епле хатĕрленнипе паллашрĕ.

Палăртма кăмăллăS акана агротехника ыйтнă пек вăхăтра ирттерме хуçалăхăн трактор-машина та, вăрлăх та, удобрени те çителĕклĕ.

Михаил Васильевич унтан вăтам шкулта /маларах вăл гимназиччĕ/ пулчĕ. Кунта пысăк пĕлÿллĕ педагогсем вăй хураççĕ. Вăтăр улттăшĕнчен 13-шĕ - аслă, 15-шĕ - пĕрремĕш категориллĕ. ЧР тава тивĕçлĕ учителĕсем 5-ĕн. Улттăшĕ - Раççей Федерацийĕн, иккĕшĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕсене тивĕçнĕ.

Модернизаци программипе килĕшÿллĕн шкул столовăйне оборудованипе çĕнетме 1103 пин тенкĕпе усă курнă, инженери класĕпе медицина кабинечĕ валли - 255 пин тенкĕ, информаци, çын пурнăçĕн хăрушсăрлăхĕн кабинечĕсем валли - 790 пин тенкĕ уйăрнă. Спорт, музыка, ИЗО кабинечĕсене те çĕнетнĕ.

Михаил Васильевич инженер пулма ĕмĕтленекен ачасемпе тĕл пулчĕ. 10 «б» класра вĕренекенсем схемăсем тăрăх тĕрлĕ ĕç пурнăçлакан ансат роботсем хатĕрлетчĕç. Республика Пуçлăхĕ ачасен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Пулас специальноç пирки халех шухăшламаллине, пĕлĕве кунран-кун тарăнлатмаллине аса илтерчĕ. «Ĕç рынокĕнче инженерсем çитмеççĕ, - терĕ. - Ĕçпе тивĕçтерекен лайăхран та лайăх специалиста йышăнасшăн. Çавăнпа та сирĕн вĕренÿре те, ытти енĕпе те пахалăхшăн тăрăшмалла».

Асăннă шкул районти ытти вĕренÿ учрежденийĕшĕн - ырă тĕслĕх. Çитĕнÿре Галина Юлмасова директорпа унăн çумĕсен - Ирина Федоровăн, Ольга Гурьевăн, Анна Никифоровăн тата социаллă педагогăн Мария Кирилловăн - тÿпи пысăк.

Район администрацийĕн çуртĕнче канашлу иртрĕ. Администраци пуçлăхĕ Андрей Шестаков районăн 2012 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕ, кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

Трак тăрăхĕнче ÿсен-тăран отраслĕ ура çине тăрса çитнĕ темелле, промышленноç вара çаплах хăват илеймест. Производствăна аван йĕркеленĕ темиçе обществăсăр пуçне ыттисем - вăйсăр. Вĕсенче çамрăксем те тытăнса тăмаççĕ. Çавăнпах демографи лару-тăрăвĕ те çивĕч.

2012 çулта, виçĕм çулхипе танлаштарсан, промышленноç индексĕ самаях пĕчĕкленнĕ. Атă-пушмак туса кăлармалли плана тултарайман. Çурт-йĕр тăвасси те 2011 çулхин 60,4 проценчĕпе çеç танлашать. Нумай хваттерлĕ çуртсене вĕри тата сивĕ шывпа, электро­энергипе усă курнине шута илекен приборсем вырнаçтармалли график та пурнăçланман.

Çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, АПКра ÿсĕмсем пур. «Караево», «Таябинка», «Волит», «Красное Сормово» ОООсем сулмаклă аталанаççĕ. Район аш-какай сутассипе ăнăçлă ĕçленĕ, сĕт туса илессипе çеç плана 2,8: тултарайман. Сăлтавĕ - ĕне йышĕ чакни.

Красноармейскисен вăтам ĕç укçипе мухтанмалла пек. Вăл 18460 тенкĕпе танлашнă. Кăтарту республикăри вăтам шалуран пĕлтĕр те, ытти çул та пысăкрах пулнă. ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Владимир Аврелькин çакна газ уçлакан станцире вăй хуракансен шалăвĕ пысăккипе /27 пин тенкĕ/ сăлтавларĕ.

ЧР вĕренÿ министрĕн çумĕ Сергей Куд­ряшов шкулсене çĕнĕ автобуссем килессе, учительсен ĕç укçи темиçе тапхăрпа ÿсессе пĕлтерчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Чăваш бройлерĕ» АУО директорĕ Вадим Николаев керамика заводне хута ярсан промышленноç та çĕкленессе шанать.

Районти кашни ял патне çити çул сарнă, килсерен газ çунать. Çамрăксем пур пĕр тĕп килте юлмаççĕ. «Лайăх шалуллă ĕç çук», - теççĕ. Çав вăхăтрах «Пуçăнакан фермер», «Çемье ферми» программăсене хутшăнмаççĕ, грант çĕнсе илес тесе бизнес-план хатĕрлемеççĕ. Красноармейскисем пирки ĕлĕк «кăмăллă та ĕçчен халăх» тетчĕç. Çак пахалăхсем халĕ ăçта кайса кĕнĕ? Пуçарулăх мĕншĕн йăшнă? Аякран такам килсе ырлăх туса парасса кĕтеççĕ-ши? Паян кашниех çакăн пек девизпа пурăнмалла: «Хамăрăн пурнăçа хамăрах хăтлăлататпăр!»

Валентин ГРИГОРЬЕВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
04 марта 2013
10:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter