Муркаш районĕ: асамлă юрă-кěвě ытамěнче

Москакассинчи  информаципе  культура  центрěнче, мартăн  4-мěшěнче, тěлěнмелле  илемлě те пуян программăллă концерт пулчě. Концерта вара, Муркашри культура центрěнче йěркеленнě, халăх ятне илме тивěçнě, «Муркаш»  фольклор  ушкăнě  лартса пачě. Мěн тери илемлě чăваш юрри- ташши курса  киленмерě  пулě курма килекен халăх. Юррисем вара, чăннипех те, чуна тыткăнламаллипех тыткăнларěç. Кашни номер хыççăн, тăвăллăн алă çупса, артистсене хавхалантарчěç куракансем. Концерт программине  Людмила  Верховцева ăста ертсе пычě. Мироваева Людмилăпа Костина Елизавета юрланă юрăсем вара, пурин чунне те тыткăнларě. Чăннипех те сассисем шăпчăк сассисем пекех туйăнчěç куракансене. Мěн тери çепěç те ăшă кăмăлпа юрларěç юрăсене. Вěсене чылай хушă алă çупса, сцена çинчен ямарěç. Çавăн пекех, Фаина Григорьева, Нина Сазонова тата Федотова Эльвира юрланă юрăсем те чуна уçрěç. Мироваева Людмилăпа Вячеслав Михайлов юрланă юрăсем те куракансене тыткăнларěç. Шÿчěсем те, ташшисем те  пурин кăмăлне те çěклерěç. Художествă пултаруллăх ертÿçи, Александр Аникин, çав тери ăста ертсе пырать çак ушкăна. Концерт программи вара, пěр сывлвмасăр хăварт иртсе кайрě.

Кун пек пуян та интереслě концертпа, таçта кайсан та, Муркаш ятне ямěç çак пултаруллă артистсем. Апла пулсан, малашне те вěсене хăйсен пултаруллăхне çÿлтен те çÿле çěклесе пыма, пысăк ăнăçу сěнес килет. Яланах куракансене, çавăн пек пысăк пултарулăхпа савăнтарма сěнетпěр! Пурне те сире, çывхарса килекен пěтěм тěнчери хěрарăмсен уявě ячěпе чун-чěререн саламлатпăр. Пысăк ăнăçу сире, пурне те! Тавтапуç сире çавăн пек савăнтарнăшăн!



05 марта 2013
13:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter