Элĕкри врач офисĕ – вуннăра

Элĕкре пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ ĕçлеме тытăннăранпа кăçал вунă çул çитет. Кунти сывлăх ĕçченĕсем çак юбилее япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илме тĕллев лартнă.

Çĕнĕлле ĕç сарăлса, вăй илсех пырать. Сывлăх учрежденийĕ урăх çĕре куçнăранпа çулталăк иртнĕ. Тĕп больницăн сиплев корпусĕн аялти хучĕн пĕр енне йышăнать халĕ офис. Çакă вара шурă халатлă ĕçченсемшĕн, чирлисемшĕн те питех те меллĕ.

Тап-таса та çутă коридор яра куна çынсемпе тулли. Паллах, чылай вăхăт кĕтсе лармаççĕ вĕсем. Черетпе пĕрин хыççăн тепри врач патĕнче пулаççĕ. Ирина Александровăпа Эльвира Яковлева тухтăрсен кабинечĕсем хире-хирĕçех. Чирлисем хăшне кăмăллаççĕ – çавăн патне кĕме пултараççĕ. Иккĕшĕ те çынсене сиплесе сыватассипе пуян опытлă. Ирина Альбертовна – Элĕк хĕрĕ. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах Чăваш патшалăх университечĕн студентки пулса тăнă. Ăнăçлă вĕренсе алла диплом илсен тăван кĕтесех таврăнать. Çап-çамрăк тухтăр районти тĕп больницăра ĕçе кÿлĕннĕренпе чылай çул иртнĕ ĕнтĕ.

Эльвира Яковлева кÿршĕри Красноармейски районĕнче çуралса çитĕннĕ. Унта та, Элĕк Енри пекех, Вутлан ятлă ял пур иккен. Шăпах çав ял ăста тухтăр парнеленĕ те пирĕн района. Эльвира Семеновна 2004 çултанпа Элĕк тăрăхĕнче. Малтанах Ехремкассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче вăй хунă пулсан, юлашки тапхăрта – районти тĕп больницăра.

Врачсене кулленех пулăшса пыракансем камсем пулччăр-ха; Паллах, медицина сестрисем. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пĕр-пĕринпе уйрăлми çыхăннă. Врач чирлĕ çынна йышăнса диагноз лартас, сиплес енĕпе тимлет пулсан, сестрасем вăл шухăшланине, палăртнине хут çине куçараççĕ. Алена Федотова, Рената Порфирьева, Роза Григорьева сывлăх хуралĕнче нумай çул ырми-канми тимлеççĕ. Ольга Прокопьевăн ĕç стажĕ, вĕсемпе танлаштарсан, пĕчĕкрех. Вăл та, аслă юлташĕсенчен тĕслĕх илсе, ĕçе часах хăнăхнă.

– Сывлăх тĕрĕслевĕнче пĕр кунра 20 çынран кая мар пулать. Кăнтăрлахи стационарта чирлисене сиплетпĕр. Ку енĕпе ĕçлеме ултă койка уйăрнă. Эпир ачасене мар, вăйпитти çынсене, аслăрах çулхисене сыватассипе ĕçлетпĕр, – паллаштарчĕ кулленхи ĕçĕпе Эльвира Семеновна терапевт.

Офисри сывлăх ĕçченĕсем чирлисене вырăнта йышăнса сипленипех лăпланмаççĕ. Элĕк салинче, çывăхри ялсенче пурăнакансем патĕнче те пулаççĕ. Ку ĕç графикпа килĕшÿллĕн пулса пырать.

– Çынсене çĕнĕ программăпа диспансеризацилессине йĕркелетпĕр, урăхла каласан сывлăха виçĕ çулта пĕрре пур енлĕ тишкеретпĕр, – малалла каласа пачĕ Эльвира Яковлева тухтăр.

Йăлкăшри, Тенири, Хирлеппуçĕнчи фельдшер-акушер пункчĕсем те пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн тытăмĕнче шутланаççĕ. Пĕрлехи йышпа, пĕр тĕллевпе сывлăхшăн тăрăшни чăннипех те пархатарлă.



05 марта 2013
07:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter