Элĕк районĕ: хăйсен таварне кăтартнă

Шупашкарта регионсем хушшинчи «Çĕр улми-2013» курав иртнĕ. Çулсерен кунта хутшăнакансен йышĕ ÿссе пырать. Хальхинче Раççейĕн 31 регионĕнчен, 4 çĕр-шывран килнĕ. Паллă компанисемпе юнашар республикăри çĕр улми туса илекенсене те курма пулчĕ. Элĕк районĕнчи С.Волков фермер та çак мероприятие хутшăнчĕ. Унăн хуçалăхĕн усă куракан çĕрĕ 800 гектар ытла, çав шутра çĕр улмин – 200. Лаптăкра тĕрлĕ сорт çитĕнтереççĕ. Çулсерен 5-8 пиншер тонна пуçтарса кĕртеççĕ. Ытти пахча çимĕçĕн лаптăкĕ те пĕчĕк мар. Хранилище пур. Çавăнпа пахча çимĕçе хĕлĕпех сутаççĕ.

С.Волков фермера курав тавара кăтартма кăна мар, ĕçлĕ хутшăнусене çирĕплетме те май панă.



05 марта 2013
07:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter