Елчĕк районĕ: тăван тавралăха упрар

Тăван тавралăх – сывлăх тĕрекĕ. Мăн асаттесемпе асаннесем çакна питĕ лайăх ăнланнă. Этем çут çанталăкран вăй - хăват илет, çавăнпа вĕсем ăна пуç çапсах хисепленĕ. «Эпир çĕртен пулнă, çĕрех пулатпăр»,- теççĕ халĕ те.

Çут çанталăк… Мĕн-ха вăл? Çут çанталăк пирĕн йĕри-тавра: эпир куракан çутă та ăшă хĕвел, каçхи тÿпери уйăхпа çăлтăрсем, аякалла шăвакан пĕлĕтсем, ешĕл те тулăх вăрмансем, вĕçĕ-хĕррисĕр пуш хирсем, сарлака та тулли юхакан шывсемпе чĕрĕ çăл куçсем, ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсем, капмар та çÿллĕ тусемпе сăртсем, таса та сиплĕхлĕ сывлăш…

Этемшĕн тавралăх - хăйне майлă «пысăк пÿрт». Çак «пÿрт» ăш чиккинче ăна кирли пурте пур. Анчах та, этем обществи аталанса пынă май, унăн нумай ĕçĕ çут çанталăк пурнăçне хĕссе пырать.

Юлашки шывне те этем сĕмсĕррĕн варалать. Çуркуннесенче выльăх-чĕрлĕх фермисенчи тислĕк те çумăрпа юхса анать. Çăл куçсемпе юхан шывсем типсе пыраççĕ, вăрмансене касса пĕтереççĕ, тулăхлă тăпра сийĕ арканать, чĕр-чунсен йышĕ чакать…

Çĕр çинче халĕ темле хими япали те туса кăлараççĕ. Вĕсенчен чылайăшне этем организмĕнче тупаççĕ. Ку вара уншăн тата малашнехи ăрушăн питĕ сиенлĕ. Анчах та айăпĕ камра-ши? Паллах, хамăрта! Апла пулсан, çут çанталăка упрасчĕ. Ăна çăлса хăвармасан, этем хăй те çăлăнса юлас çук. Унăн организмĕ ăруран ăрăва пăсăлса пырсан этемлĕхĕн кунĕ кĕскелĕ.

 Раççей Президенчĕн  указĕпе килĕшÿллĕн 2013 çул – тăван тавралăх сыхлавĕн çулталăкĕ. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсем çак указа тĕпе хурса  вулакансемпе тĕрлĕ енлĕ ĕçсем туса пыраççĕ. Вулавăшри тата унăн таврашĕнчи тирпей илемшĕн тăрăшаççĕ.

Вулакансемпе викторинăсем, тĕрлĕ калаçусем, куравсем йĕркелеççĕ. Çут çанталăк этемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантару сехечĕсем ирттереççĕ.

Тăван тавралăха юратсан, ăна вараламасан – эпир ырă та сывă пулăпăр.



05 марта 2013
13:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter