ЖКХ: хаксене ĕрĕхтерме юрамасть

Çĕр-шыв Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ эрнере хăш-пĕр регионта коммуналлă тÿлевсен виçи тăруках темиçе хут пысăкланни пирки çивĕч калаçу пуçарнăччĕ. Çавна май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе эрнесерен ирттерекен канашлура ку хутĕнче шăпах коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсемпе çыхăннă тема тĕп вырăнта пулчĕ.

Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - Президент асăннă регионсенче тÿлевсем 2-2,5 хут ÿснĕ. Вĕсемпе танлаштарсан пирĕн лару-тăру йĕркеллĕ темелле. Яллă районсенче ку енĕпе çивĕчлĕх çук, анчах хуласенчи хăш-пĕр управляющи компани тÿлевсен виçине 30% таран пысăклатнă. Лару-тăру çивĕчлĕхне кура влаçсем хаксене ÿстерессипе çыхăннă йышăнăва чарса раштаври хаксем патне таврăнассине çирĕплетнĕ. М.Игнатьев ĕç-пуçа çирĕп сăнаса тăмаллине пайăррăн палăртрĕ.

Лару-тăрупа строительство министрĕ Олег Марков тĕплĕ паллаштарчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен кăрлачра тарифсем ÿсмен. Улшăнни - вĕри шывшăн тата ăшăшăн тÿлемелли виçе Тĕп хулара «Коммуналлă технологисем» парса тăракан энергоресурссемшĕн тÿлесси 4,9% пысăкланнă, Çĕнĕ Шупашкарта хайхи улшăну 9,2% танлашнă. Сăмах Çĕнĕ çултан вĕри шывшăн тÿлессине икĕ компонентлă тариф çине куçарни пирки пырать. Пĕрисем вĕри шыва «уçă» тытăмран илеççĕ, теприсен - «хупă» тытăм. Çапла вара Шупашкарта 1,2 пин ытла çуртшăн /49%/ тарифсем çĕнелнĕ, Çĕнĕ Шупашкарта - 521 çуртшăн /97%/. Пĕтĕмĕшле илсен тĕп хулара тÿлевсен виçи 4-5% ÿснĕ, Çĕнĕ Шупашкарта пачах тепĕр майлă /энергоресурссемпе тивĕçтерекен улшăннине кура - кунта ТГК-5 филиалĕ вĕри шывпа тивĕçтерет/ - 2-3% чакнă.

Министр çирĕплетсех каларĕ: Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн икĕ компонентлă тÿлевпе усă курассине чарса лартнă. Çак йышăну кăрлачăн 1-мĕшĕнченех вăйра пулать. Урăхла каласан вĕри шывшăн тÿлесси раштаври шайра юлать. Кам икĕ компонентлă мелпе тÿлесе ĕлкĕрнĕ - вĕсен тÿлев виçине çĕнĕрен шутласа парĕç, ытлашшине малашнехи тÿлевсене палăртнă чух шута илĕç.

Кăрлачри тÿлевсем пысăкланни е пĕчĕкленни /унашкалли те пулать/ тĕпрен илсен çулталăк тăршшĕпе энергоресурссемпе усă курнине çуртăн пĕрлехи счетчикĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурса çĕнĕрен шутланипе çыхăннă. О.Марков саккунпа килĕшÿллĕн çакна çулталăкра пĕрре тумаллине аса илтерчĕ. Управляющи компанисем çак ĕçе мĕнле пурнăçланине тишкернĕ - йĕркене пăснине тупса палăртман.

Ăшăпа вĕри шыв тарифĕсем пĕлтĕрхи раштаври шайрах юлассине ЧР Конкуренци политикипе тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Роза Лебедева та çирĕплетрĕ. Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Шупашкарти лару-тăрупа пайăррăн паллаштарчĕ. Сăмахне уйрăм УКсен тĕслĕхĕсемпе çирĕплетрĕ. Лару-тăру тĕрлĕ. Пĕр-пĕр УКрах тÿлевсен виçине çĕнĕрен шутланă май хваттерсен хуçисене укçа тавăрса пани те пур, хушма тÿлев палăртни те çук мар.

Вĕçĕ. Пуçламăшĕ

1-мĕш стр./.

Ăшăшăн тÿлесси нормативпа килĕшÿллĕн 1 тăваткал метршăн 20 тенкĕпе танлашмалла. Хăш-пĕр çĕрте ăшша ытлашшипех тăкаклаççĕ, çавна май хайхи тăваткал метр тÿлевĕ 27 тенке те çитет. Çав вăхăтрах 10 тенкĕпех çырлахакансем те пур иккен. Çапла вара ытлашши тăкаклакансемпе перекетлисен хушшинчи уйрăмлăх - 20 тенкĕ таранах. Алексей Олегович ансат арифметика мелĕсемпе шутласа палăртрĕ: «20 тенкĕпе танлашакан çав уйрăмлăхпа 65 тăваткал метрлă хваттер тĕлĕшпе усă курас тăк - çулталăкри хайхи «ытлашши» тÿлев виçи 15 пин тенкĕ урлах каçать».

«Акă мĕншĕн чи малтан хваттерсен хуçисен хăйсен тимлĕ пулмалла: тивĕçтермеççĕ тĕк - УКсене улăштармалла, вĕсенчен çирĕп ыйтмалла, - терĕ М.Игнатьев. - Хама панă справка тăрăх пăхатăп та - «Атăл», «Озон» вĕри шывшăн тÿлев виçине 125-130% пысăклатнă. Мĕншĕн? Тивĕçлĕ тытăмсен малтан пĕлтермесĕрех управляющи компанисене тĕрĕслемелле...»

Çĕнĕ Шупашкар мэрĕн Александр Сироткинăн доклачĕ питĕ кĕске пулчĕ: «Тÿлевсен мониторингне ирттертĕмĕр. Мĕн пур УК раштавринчен 9,15% пĕчĕкрех виçелĕх квитанцисем тăратнă». ЧР Пуçлăхĕ темиçе ТСЖ тĕслĕхне асăнчĕ - вĕсен ÿсĕм пысăкрах. А.Сироткин çакăн сăлтавне те ăнлантарчĕ: «ТСЖсене илес тĕк - вĕсенчи харпăрлăх хуçисем хăйсем усă курнă энергишĕн туллин тÿлеме йышăннă. Çакă логикăпа килĕшсе тăрать, çавăнпа кун пек чух эпир хирĕçлеместпĕр». Апла пулин те М.Игнатьев асăрхаттарчĕ: «Тĕрĕслĕр. Тен, çав ТСЖсенче харпăрлăх хуçисен пухăвĕсем те иртмен, ячĕшĕн кăна илемлĕ протоколсем хатĕрлеме пултарнă - унашкалли те пулкалать».

ЧР Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Иван Никитин çынсенчен асăннă ыйтусемпе нумай çăхав килнине пытармарĕ. Вĕсемпе ĕçлеççĕ. Çийĕнчен тÿлевсене «йĕрлемелли» механизм хатĕрленĕ: «Халĕ управляющи компанисем халăхран пухакан укçа ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен шучĕсем çине мĕнлерех куçнине уçăмлă курса тăма пултаратпăр. Çакă УКсен тÿрĕ кăмăллăхне палăртма май парать».

М.Игнатьев кăсăкланчĕ: должноçри çынсем тĕлĕшпе представленисем çыратăр, вĕсене пурнăçламасан - малалла мĕн? Тĕп инспектор пуçлăхсене штрафлани пирки калани ăна тивĕçтермерĕ: «Директорпа бухгалтер хăйсене преми парасси пирки хушу кăлараççĕ те - сирĕн штрафăра темиçе хут саплаштараççĕ. «Пик-1», «Новэк»... Вĕсем пирки икĕ çул каяллах кăмăлсăрланса калаçатпăр - çав-çавах ĕçлеççĕ. Хăш-пĕр УК укçана айккине ярать, каялла тавăракан виçе ытла та пĕчĕк. Тÿрĕ кăмăллă маррисене çак сферăран хĕстерсе кăлармалла. Çĕнĕ Шупашкарта çынсене «Новэкран» хăтăлмалла тесе икĕ çул каяллах калаттăм - нумайăшĕ хăлхана чикмерĕ».

Пĕтĕмĕшле илсен лару-тăру темле çивĕч мар пулин те ЖКХри тÿлев ыйтăвĕсене çÿллĕ шайра тепĕр хут тишкерни пĕртте ытлашши мар - канашлура çакă куç кĕрет çирĕпленчĕ. Влаçсем ку ыйтусене куçран вĕçертменни хаксем ĕрĕхесрен сыхланма пулăшасси иккĕлентермест.

Аэропорт ĕç-хĕлĕн аталанăвĕн малашлăхĕ тата республика регионсен хушшинче пассажирсене самолетсемпе илсе çÿреме хатĕрленни çинчен вице-премьер - транспорт министрĕ Михаил Янковский каласа пачĕ. Вăл палăртнă тăрăх - тĕп оператор шутланакан «Шупашкар аэропорчĕ» аэровокзал сехетсерен 100 пассажир таран йышăнса ăсатма пултарать. Хальхи вăхăтра унта çулталăкра 1,3 пин рейс пурнăçлаççĕ. Пĕлтĕр пассажирсен юхăмĕ 28,2 пин çынпа танлашнă, çав шутра 5,3 пин çын ют çĕр-шывсене вĕçнĕ е унтан килнĕ. Предприяти тăкакĕ 2 млн яхăн тенкĕ пулнă.

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕччен федерацин Атăлçи округĕнче регионта пассажирсене сывлăш транспорчĕпе илсе çÿрессине тивĕçтермелли программа ĕçлет. Малтанлăха палăртнă тăрăх - çак программăпа килĕшÿллĕн 2013 çулта Шупашкар аэропортĕнчен эрнесерен Самара - 10, Сарă тăва - 7, Ĕпхĕве 4 рейс пулмалла. Билет хакĕсене çирĕплетнĕ: Шупашкар-Самар рейспа вĕçме - 2930, Чăваш Ен тĕп хулинчен Сарă тăва çитме 5914 тенкĕ тÿлемелле, Шупашкар-Ĕпхÿ рейс хакĕ - 4395 тенкĕ.

Канашлу кун йĕркинче çавăн пекех çурхи ейÿ ыйтăвĕсем те пулчĕç. ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Павлов республикăра çурхи ейÿ лару-тăрăвне сăнаса тăма 7 гидрологи постне йĕркелеме палăртнине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех 7 çăлав посчĕ ĕçлĕ. Хăрушсăрлăха тивĕçтерме 3,7 пине яхăн çынна, техникăн 660 хатĕрне явăçтарĕç, 60 единица кимĕ-карап та ку енĕпе пулăшу кÿрĕ.

Нарăсăн 28-мĕшĕ тĕлне республикăра юр сийĕн хулăнăшĕ 31 сантиметрпа танлашнă, çакă нумай çулхи вăтам кăтартупа шайлашуллă. Шыв илме пултаракан зонăра - 58 ял-хула, 1,1 пин ытла çурт - вĕсенче 2,6 пин ытла çын пурăнать. М.Игнатьев çав вырăнсенчи лару-тăрăва тимлĕ сăнаса тăма хушрĕ, унта тивĕçлĕ резервсем пуррине тĕрĕслемелли пирки асăрхаттарчĕ.

 Николай КОНОВАЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
05 марта 2013
11:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter