Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитĕнӳ тунă пултаруллă хĕрарăмсене, патшалăх наградисемпе чысланă

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев этемлĕхĕн черченкĕ пайне, экономикăн тĕрлĕ отрасльне аталантарма пысăк тӳпе хывнă, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренӳре, культурăра, социаллă сферăра çитĕнӳ тунă пултаруллă хĕрарăмсене, патшалăх наградисемпе чысланă. Михаил Васильевич пухăннисене уявпа саламланă май çак чыса тивĕçнисем тĕрлĕ професси çыннисем пулнине, анчах пурне те вĕсене хăйсен ĕçне юратни, ăна пысăк ăсталăхпа пурнăçлани çывăхлатнине, вĕсен ĕçченлĕхĕ Чăваш Ене социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕпе шанчăклăн утма пулăшнине палăртнă. «Эпĕ республика тата муниципалитет органĕсен умне яланах пĕр тĕллев лартатăп: кашнин таврара юрату, илем, килĕшӳ хуçалантăр тесе ĕçлемелле, пурăнмалла. Общество тикĕс аталантăр, кашни çемье ыранхи куна шанăçпа кĕтсе илтĕр тесе тăрăшмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Торжествăлла мероприятире пысăк хисепе тивĕçнисем хушшинче: Ирина Письменская, Наталия Партасова, Ольга Гарькавая,  Татьяна Альпидовская, Фаина Захарова, Валентина Щукина, Галина Ефимова, Надежда Матвеева, Людмила Семенова, Елена Викторова, Людмила Гурьянова, Лилия Скворцова, Ирина Виноградова, Лилия Скворцова, Татьяна Григорьева, Елена Александрова, Надежда Русскина, Валентина Тимофеева, Глафира Бутюгова, Вера Кураева, Людмила Ластухина, Валентина Наумова. Шупашкар хула больницинче вăй хуракан Людмила Семенова физиотерапевт тухтăр, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕскер, патшалăх наградине илнисен ячĕпе вĕсен сăпай, анчах пархатарлă ĕçне пысăк хак панăшăн республика Пуçлăхне тав тунă. «Кашни çын чун ыйтнине тивĕçтерсе, халăхшăн тăрăшса, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесен хăй суйласа илнĕ профессире пысăк çитĕнӳ тума пултарать», - тесе палăртнă. (И.Сергеева) Тĕплĕнрех



07 марта 2013
12:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter