Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ ячĕпе саламлани

Хаклӑ хӗрарӑмсем!

Сире ҫуркуннепе ҫепӗҫ те ӑшӑ сӑмахсен уявӗпе – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ Мартӑн 8-мӗшӗ ячӗпе – пӗтӗм чунтан саламлатӑп! Хӗрарӑм мӗн авалтанпах ачашлӑхпа ыр кӑмӑллӑхӑн, чунлӑхпа ӑш¬пиллӗхӗн чи лайӑх тӗслӗхне сӑнарлать. Этемлӗхӗн хӳхӗм пайне чунтан юратни харсӑр та хӑюллӑ геройсене ӗмӗр-ӗмӗрех паттӑрла ӗҫсем тума, ӳнерҫӗсене вара искусствӑн чаплӑ произведенийӗсене хайлама хавхалану кӳрсе тӑрать. Пирӗн республикӑра хӗрарӑмсем арҫынсен вӑйлӑ та тӗреклӗ хулӗ ҫине яланах таянма пултарасси, ҫаплах патшалӑхӑн витӗмлӗ пулӑшӑвне те туйсах тӑрасси пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп. Ҫурату сертификачӗ, пособисем, амӑшӗн капиталӗ тата патшалӑх пулӑшӑвӗн ытти тӗсӗсем телейлӗ те савӑнӑҫлӑ ачасем хушӑнсах пыракан ҫирӗп ҫемьесен йышне ҫулсерен ӳстерсе пыма лайӑх никӗс хываҫҫӗ. Ҫуркуннехи ҫак ытарми илемлӗ кун пӗтӗм хӗрарӑма ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу тата ырлӑх сунатӑп! Ӗҫӗрсем ӑнса пыччӑр, сире ҫывӑх ҫыннӑрсем яланах юратчӑр, телейлӗ пулӑр!

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                   М. Игнатьев



07 марта 2013
08:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter