Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕнче ĕçлĕ çул çӳревре пулнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕнче 2012 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ канашлăва хутшăннă. «Пирĕн пĕр тĕллев - пурнăç пахалăхĕпе демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, - тенĕ Михаил Васильевич. - Кăçал та бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен шалăвне тапхăрăн-тапхăрăн 4 хутчен ӳстеретпĕр. 2013 çулта пĕлтĕрхинчен лайăхрах ĕçлемелле». Район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Моисеев Сĕнтĕрвăррисем 2012 çулхи кăтартусем тăрăх республикăри чи лайăх 6 район йышне кĕнине палăртнă. Шалу 20,4% ӳснĕ, анчах вăл ял хуçалăхĕнче çав-çавах пĕчĕк. «Восток», «Аксаринское» ЯХПКсенче 5 пин тенке те çитмест. Ĕçсĕррисен шучĕ палăрмаллах чакнă, халĕ 104 çын çеç шутра тăрать. 2012 çулта хресчен-фермер, уйрăм çын хуçалăхĕсем пуçарулăх кăтартнăран сĕт туса илесси тата выльăх йышĕ сисĕнмеллех ӳснĕ. Ку енĕпе «СМАК-агро» ООО ырă тĕслĕх кăтартать. Тыр-пул акса çитĕнтерекен лаптăк та хушăннă. Пĕлтĕр кашни гектартан вăтамран 20,4 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Малта пыракан хуçалăхсен кăтартăвĕ 30-тан та иртнĕ. Çав вăхăтрах «Восток», «Звезда» производство кооперативĕсен 10 центнера та çитмен. Пĕчĕк коллективсем кал-кал аталанни савăнтарать. Пĕлтĕр 456 уйрăм çын хуçалăхĕ 80 ытла млн тенкĕлĕх кредит илнĕ, 2011 çултинчен 25% нумайрах. Юрий Федорович хăйĕн отчетĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен ертӳçисене çывăх вăхăтра пурнăçламалли тĕллевсене аса илтерчĕ: паха вăрлăх, минерал удобренийĕ, çунтармалли-сĕрмелли материал кирлĕ чухлĕ хатĕрлемелле, выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçармалла. Кашни ял тăрăхĕнчех инвестици проектне пĕрререн кая мар пурнăçламалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çурт-йĕр тăвас енĕпе те, ЖКХ тытăмĕнче те, пĕлӳ, культура çурчĕсене тĕпрен юсаса çĕнетес тĕлĕшпе те ӳсĕмсем пуррине асăннă. Чăваш Республикинчи ял-хулана ешĕллетес, хăтлăх кӳрес енĕпе пĕлтĕрхи смотр-конкурсра Сĕнтĕрвăрри хули пĕрремĕш, Вăрман Кушкă ялĕнчи Çирĕклĕ урам иккĕмĕш вырăн йышăннă. Иккĕшĕ те канашлура ЧР Министрсен Кабинечĕн Дипломне тивĕçрĕç. Урхас Кушкă ял тăрăхĕн пуçлăхне Сергей Григорьева Михаил Игнатьев - Тав хучĕ, Лада Гордеевăпа Светлана Яковлевăна амăшĕн капиталне илмелли патшалăх сертификатне панă. Сĕнтĕрвăрри районĕнче çак чыса 651 амăшĕ тивĕçнĕ. Николай Вахтеров, Эльвира Ергачева, Николай Курышев, Манефа Михайлова тата Светлана Ямукова «Ĕç ветеранĕ» удостоверениллĕ пулнă. Отчета сӳтсе явма ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Инна Антонова, культура министрĕ Вадим Ефимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, XXVI Олимп вăййисен чемпионки Елена Николаева хутшăннă. Муниципалитет ĕçне хакланă май Михаил Васильевич район çыннисем чылай енĕпе çитĕнӳ тунине палăртнă. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман лаптăксене инвесторсене явăçтарса кăçал йăлтах пусă çаврăнăшне кĕртмелли çинчен пусăмласах асăрхаттарнă. - Çĕр - муниципалитет производствин тĕп пурлăхĕ, - тенĕ республика Пуçлăхĕ. - Унпа эсир çителĕксĕр усă куратăр. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ку ыйтăва татса памашкăн тахçанах вăхăт. ЖКХ тытăмĕнче вăй хуракансене те парăм ӳссех пынăшăн ӳпкев сăмахĕ лекнĕ. «Е тухăçлă ĕçлĕр, е вырăна пушатăр, унсăрăн предприятие панкрута кăларатăр çеç», - тенĕ. Сĕнтĕрвăрри Атăл хĕрринче вырнаçнă. Çакă туризма ăнăçлă аталантарма май парать. Бизнеса çул хывасси çынсен тавçăрулăхĕпе хастарлăхĕнчен килет. Сĕнтĕрвăррисен çитменлĕхсене пĕтерме майсем çителĕклĕ.  В.Григорьев.

Тĕплĕнрех



08 марта 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter