«Шăнкăрма» тата «Хĕвелпи» ача-пăча фольклор ушкăнĕсем «Мехел» телеконкурсăн гала-концертĕнче хутшăнĕç

«Шăнкăрма» тата «Хĕвелпи» ача-пăча фольклор ушкăнĕсем «Мехел» телеконкурсăн  гала-концертĕнче хутшăнĕç

Александра Басманцева ертсе пыракан «Шăнкăрма» тата «Хĕвелпи» ача-пăча фольклор ушкăнĕсем VII–мĕш «Мехел» телеконкурсăн  II-мĕш тура  ăнăçлă вĕçлерĕç, гала-концерта хутшăнма тивĕç пулчĕç. Гала-концерт Чăваш Патшалăх филармони сцени çинче ака уйăхĕн  20-мĕшĕнче пулĕ, унта çĕнтерÿçĕсене палăртĕç, вĕсене дипломсемпе,  хаклă парнесемпе чыслĕç.

«Шăнкăрма» тата «Хĕвелпи»  ача-пăча фольклор ушкăнĕсене çĕнтерĕпе таврăнма  ăнăçу сунатпăр!

Йĕпреç районĕ

http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=60&id=1619471&type=news&page=8



01 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter