Шыв çуртсем патне çитнĕ

Шыв çуртсем патне çитнĕ

Улатăр хула администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - ĕнер ирхине Сăр шывĕн шайĕ 684 сантиметрпа танлашнă, талăкра 11 сантиметр хăпарнă. Хăрушлăх кăларса тăратакан шай - 730 сантиметр. Зеленый поселокри 10 çурта /унта 27 çын пурăнать/ тата Подгорье микрорайонти 6 пÿрте /12 çын/ шыв илнĕ. Çынсене хулари вĕренÿ заведенийĕсен общежитийĕсене вăхăтлăха вырнаçтарма йышăннă. Улатăр районĕнчи Борки поселокĕнчи лару-тăру çăмăлах мар. Сăр тата Пасна юхан шывĕсем пĕрлешнĕ вырăнта ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче 72 çурта шыв илнĕ, 1 çемье малтанах хатĕрленĕ çĕре куçма килĕшнĕ. Райадминистраци сайтĕнчи информацие ĕненес тĕк - поселокри урам, уйрăмах машинăсем çÿремелли çул, юрăхсăра тухма пултарать.

Çавал юхан шывĕн шайĕ вара ĕнер виçĕм кунхи пекех юлнă - 812 сантиметр. Çĕрпÿ хулинчи 211 çурта /316 çын пурăнать/, çавăн пекех Виçпÿрт салинчи 56 пÿрте /84 çын/ шыв илес хăрушлăх пур. Çĕрпÿ райадминистраци пуçлăхĕ ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче ейÿн синкерлĕ лару-тăрăвне хатĕр пулмалли пирки хушу кăларнă, çавна май оперативлă штаб талăкĕпех ĕçлет. Вĕсем шыв илме пултаракан территорисене кашни икĕ сехетре кимĕпе пăхса çаврăнаççĕ, гидрологи лару-тăрăвне сăнасах тăраççĕ.

«Çĕрпÿ хулинчи 6 çурт патне шыв çитнĕ. Чăн та, çак пÿртсенче те, вĕсен картишĕсенче те хальлĕхе типех. Çынсем килĕсенчен кайма килĕшмеççĕ», - пĕлтерчĕ телефонпа ĕнер 14 сехетре райадминистрацин ятарлă программăсен секторĕн ертÿçи Александр Панфилов. Хăрушлăх пур территорире пурăнакансене шыв урлă каçма пулăшас ыйтăва татса панă. Çынсене вырнаçтармашкăн Çĕрпÿри хăна çуртĕнче тата шкулсенче вырăнсем уйăрнă. Вĕсене унта вĕри апатпа та тивĕçтерĕç. Таса шыв, медикаментсем çителĕклĕ хатĕрленĕ.

 И.БЕЛОВА.

Çĕрпÿ райадминистрацийĕн 

сайчĕн сăн ÿкерчĕкĕ



Хыпар
10 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter