Чувашстат пĕлтернĕ тăрăх

Чувашстат пĕлтернĕ тăрăх 2013 ҫулхи нарăс уйăхĕнче Чăваш Республикин организаци ĕҫченĕсен  номиналлă вăтам ĕҫ укҫи 17047,4 тенкĕ пулнă. Пĕлтĕрхи нарăс уйăхĕпе танлаштарсан 14% чухлĕ ӳснĕ. Атăл тăрăхĕнчи федераллă округра ҫакă 3-мĕш кăтарту.                 

Чăн ĕҫ укҫи 2013 ҫулхи нарăс уйăхне 2012 ҫулхипе танлаштарсан 6,2% чухлĕ ӳснĕ. Атăл тăрăхĕнчи федераллă округра ҫакă 4-мĕш кăтарту.    

2013 ҫулхи ака уйăхĕ тĕлне ĕҫ укҫи парăмĕ 31,227 млн тенкĕпе танлашнă. Атăл тăрăхĕнчи федераллă округра ҫакă 7-мĕш кăтарту. Пуш уйăхĕнче 0,5% чухлĕ чакнă.

2013 ҫулхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче 54839 квадратлă метр чухлĕ ҫĕнĕ ҫурт хута янă. Пĕлтĕрхи ҫак вăхăтпа танлаштарсан 10,8% чухлĕ ӳснĕ. Атăл тăрăхĕнчи федераллă округра ҫакă 7-мĕш кăтарту. Вĕсенчен пуш уйăхĕнче 41454 квадратлă метр хута янă, иртнĕ ҫулхи ҫак вăхăтрипе 172,8% чухлĕ. Атăл тăрăхĕнчи федераллă округра ҫакă 2-мĕш кăтарту.

Тупăшсăр ĕҫлекен организацисен шучĕ пĕлтĕрхи кăрлач-нарăс уйăхĕсемпе танлаштарсан кăҫал 0,4% чухлĕ ӳссе 30,9% чухле ҫитнĕ.

Организацисен тупашпа расхут хушшине шутласа (пĕчĕк предприятисене, банксене, страховка организацисене тата бюджетлă учрежденисене шута илмесĕр) 2013 ҫулхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче 179,2 млн тенкĕ парăм тухнă ( 381 организаци 1877,1 млн тенкĕ тупăш илнĕ, 170 организаци 2056,3 млн тенке парăма кĕнĕ). Парăма кĕрекеннисен шучĕ ытларх тавар туса илекен производствăра- парăмĕ 591,1 млн тенкĕ.  



11 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter