Ялсенче çутăсăр çĕнĕ урамсем паян та пур

Ялсенче çутăсăр çĕнĕ урамсем паян та пур

Министрсен Кабинечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси - республика Правительствин Иван Моторин премьер ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи ларăвĕ çак ыйтăва тишкернинчен пуçланчĕ. Ыйтăвĕ янăравлă пулин те - саккуна кĕртекен улшăнусем пирки темле пысăк пĕлтерĕшлĕ тееймĕн, çавна май вĕсене тавлашмасăр-хирĕçлемесĕр ырларĕç.

Иккĕмĕш ыйту ытларах калаçтарчĕ: вăл та саккуна улшăнусем кĕртессипе çыхăннăскер - республикăри миравай судсен участокĕсене пырса тивекенскер.

Юстици министрĕ Надежда Прокопьева палăртнă тăрăх - Чăваш Енре паян миравай судьясен 68 суд участокĕ. Хăшĕ-пĕрин территорийĕсене улăштарассипе çыхăннă сĕнÿ тĕрлĕ судра тишкерекен ĕçсен шучĕ пĕрешкел пулманнипе сăлтавланнă - уйрăмлăх 6 хут таранах. Чылай çĕрте çĕнĕ урамсем, микрорайонсем тунă, вĕсем хăй тĕллĕнех, çывăххине пула, вăл е ку суд участокĕн территорине кĕнĕ. Çапла вара участоксен чиккисене Шупашкарти виçĕ районта, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăр, Патăрьел, Канаш, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче улăштарассине ырларĕç.

Чăн та, Иван Моторинăн ыйту çуралчĕ: саккун проектĕнче çĕнĕ территорисене «Байконур», «Финн айлăмĕ» ятсем панă - официаллă майпа апла калама юрать-и вара? Министр ыйтăва тишкерме шантарчĕ.

Инвестици ĕç-хĕлне патшалăх енчен пулăшмалли саккун проектне çĕнетессине те часах çирĕплетрĕç. Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин пытармарĕ: инвестиципе çыхăннă пысăк проектсем тĕлĕшпе çитменлĕхсем пур - 10 проекта пурнăçа кĕртесси юлса пырать. Çавна май ку енĕпе ĕçлекен общество тĕрĕслевĕн эксперт ушкăнне туса хума йышăнчĕç. Çĕнĕ саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн инвестпроектсене пурнăçламалли кредитсем тĕлĕшпе патшалăх гарантийĕ памалли документсен пуххине чакарма йышăнни те ĕçре пулăшмалла.

Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсене çирĕплетесси те вăраха каймарĕ. Сăмах май, Строймин пуçлăхĕ Олег Марков пĕлтернĕ тăрăх - çак документ çывăх вăхăтра йышăнмалли 23 норма актĕнчен пĕри кăна-ха. Çав документсен пуххине кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнмалла, вĕсем республикăн нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли тытăмне йĕркелеме кирлĕ.

2013 çулта çĕнĕ урамсене электрификацилеме республика бюджетĕнчен уйăракан укçана валеçес ыйту вара хивре калаçу çуратрĕ. Çук, укçана кама парасси мар, çак программăна пурнăçлас тĕлĕшпе чăрмавсем пулни калаçтарчĕ. Олег Марков министр 2010 çулччен тунă килĕшÿсене пурнăçлама кăçал 25 млн тенкĕ уйăрассине палăртрĕ. Программăпа килĕшÿллĕн пĕтĕмпе 223 объект тума пăхнă, 10-12-мĕш çулсенче 138 объекта хута янă. Ыттине кăçал туса пĕтересшĕн, анчах министр сăмахĕнче иккĕленÿ сĕмĕ сисĕнчĕ пулас та - Иван Моторин çине тăрса ĕçлемеллине пусăм тусах палăртрĕ. Асăннă программăна 10-мĕш çултах вĕçлемелле пулнă - халĕ те пурнăçласа пĕтереймен.

«Чăнах та, ыйту сухаллăскер, - йышăнчĕ Строймин ертÿçи. - Подрядчиксем йĕркене пăснипе çыхăннă нумай тĕслĕх пулнă. Çавна май эпир 23 тавăç тăратрăмăр, 30 млн тенкĕлĕх контракта татасшăн. Çав шутра - «Стройградгрупп» /8 тавăç/, «Софинстрой»... Премьер районсенче пулнă май ку енĕпе çынсенчен нумай ыйту килни çинчен каларĕ, чылай çĕрте ĕçсене туллин пурнăçламан - юпасем кăна лартнă, çынсем электричествăпа усă кураймаççĕ. Ку ыйтусене татса памалла.

Правительствăн эпизоотие хирĕç чрезвычайлă комиссине туса хучĕç. Чăваш Енĕн тĕп ветеринари инспекторĕ Геннадий Яковлев çак комисси тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Иван Моторин вара комиссие йĕркелессине тăсса янине сивлерĕ: «Çавна май РФ ял хуçалăх министрĕ кунта килнĕ май унран сăмах тиврĕ - çакна кĕтмеллеччĕ-и?» Геннадий Александрович ыйтăва хальлĕхе Раççейĕн 36 регионĕнче кăна татса пани пирки каласа тÿрре тухма тăчĕ те - ку залра кулă çеç çуратрĕ.

Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республикăри ял тăрăхĕсенче комплекслă майпа çурт-йĕр тунипе паллаштарчĕ. Федераци министерствин укçипе усă курса пурнăçлакан программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Енре виçĕ проекта пурнăçа кĕртнĕ - Етĕрне, Пăрачкав, Çĕрпÿ районĕсенче. Кăçал Мускав 15 млн тенке яхăн парать, республика 39 млн тенкĕ хывать. Пĕтĕмпе вара асăннă программа валли 95 млн тенкĕ уйăрнă.

«Ялăн социаллă аталанăвĕ» программа кăçал вĕçленет. Ун вырăнне урăххи пулать - «Ялăн çирĕп аталанăвĕ». Унчченхипе танлаштарсан çак программăра çĕнĕлĕх чылай. Кирек мĕнле пулсан та федераци пулăшăвĕпе май пур таран усă курма тăрăшмалла. Министр муниципалитетсен хăйсен вырăнти программисене хатĕрлемелли пирки каларĕ, вĕсене хÿтĕлесе Мускавран укçа илмелли майсем пур. 

Николай КОНОВАЛОВ



Хыпар
11 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter