Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ космонавт летчиксем, ӑсчахсем, конструкторсем, уҫлӑха парӑнтарас ӗҫӗн ветеранӗсем, ракетӑпа космос ҫарӗсен ӗҫченӗсем тата ҫар ҫыннийӗсем!

 

Сире Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

 

Ҫынна мӗн авалтанпах ҫунатлӑ та хумхануллӑ ӗмӗт – сывлӑша ҫӗкленсе пӗлӗтсенчен те ҫӳллӗрех тӳпене вӗҫсе ҫитесси хавхалантарнӑ.

Ҫак ҫутӑ ӗмӗте чӑна ҫавӑрас енӗпе паллӑ вырӑс ӑсчахӗ тата ӑславҫи, хальхи космонавтика никӗсне хывнӑ К.Э. Циолковский ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ, вӑл планетӑсем хушшинчи вӗҫевсем валли ракетӑсемпе усӑ курма пулнине пуҫласа ҫирӗплетсе панӑ.

Этемлӗх ӗмӗчӗ 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирхине, Юрий Гагарин тӗнче уҫлӑхне пуҫласа ҫул хывнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫланнӑ. Эпир пӗрремӗш космонавт Совет Союзӗн гражданинӗ пулнипе чӑннипех мӑнаҫланатпӑр.

Гагаринӑн ӑшпиллӗ йӑл кулли тӗнчене пархатарпа ыр кӑмӑллӑх тата лайӑх пуласлӑх шанчӑкӗн ҫуттине кӳнӗ. Хальхи космонавтикӑн чи паллӑ та пысӑк ҫитӗнӗвӗсемпе тӗнче уҫлӑхӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑхне ҫитме ҫӗнӗ вӗҫевсем палӑртнӑ тата ҫав вӗҫевсене пурнӑҫланӑ чухне туллин усӑ кураҫҫӗ.

Чӑваш Республики хамӑрӑн паллӑ ентешӗмӗрпе – 1962 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче «Восток-3» караппа уҫлӑха ҫӗкленнӗ, 1970 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче космоса «Союз-9» караппа вӗҫсе тепӗр хут ҫавнашкал паттӑрлӑх кӑтартнӑ Андриян Николаев виҫҫӗмӗш космонавтпа тивӗҫлипе мухтанать. Андриян Николаев ячӗ республика кун-ҫулӗнче кӑна мар, пӗтӗм ҫӗр-шыв историйӗнче ӗмӗрлӗхех ылтӑн сас паллисемпе ҫырӑнса юлнӑ.

Хӑйсен пурнӑҫне космонавтикӑна халалланӑ мӗн пур ҫынна ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм, иксӗлми ырӑ шанӑҫ, уҫлӑха парӑнтарас ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин  

     Пуҫлӑхӗ                                                                                          М. Игнатьев



12 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter