Канаш хулинчи шкулсенче вĕренекенсем «Туслăх хĕлхемĕ» фестивале хутшăнчĕç 12 апреля 2013

2013 çулхи ака уйăхĕн 9- мĕшĕнче Канаш хулинчи 10- мĕш шкулта «Туслăх хĕлхемĕ» ятпа хула шайĕнче фестиваль иртрĕ. Фестивале хутшăнма 7-9 классенче вĕренекен ачасем пултарчĕç. Конкурсра ачасем «Чĕлхе – халăх мулĕ», «Илемлĕх тĕнчи», «И.Я.Яковлев – çутта кăларакан», «Тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахĕсем», «Пирĕн пултаруллăх» ятлă станцисем тăрăх тухрĕç.  Конкурсра чи пултаруллисем тивĕçлĕ вырăнсем йышăнма пултарчĕç. I- мĕш вырăн– 3 - мĕш шкул, II-мĕш вырăн – 10-мĕш шкул, III- мĕш вырăна 4-мĕшпе 8-мĕш шкулсенче вĕренекенсем тивĕçлĕ пулчĕç. Вĕренекенсене малалла та ăнăçусем çеç сунатпăр.

Канаш хули

 http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=61&id=2505704&type=news

 

 




12 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter