Промышленноçри ĕç-хĕле вăйлатмалла

Тунти кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2013 çулхи 1-мĕш кварталти малтанхи кăтартăвĕсем çинчен экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков каласа панă. Промышленноç производствин индексĕ виçĕ уйăхра пĕлтĕрхи çак тапхăртин 82,9% танлашнă, пĕтĕмпе 30,9 млрд тенкĕлĕх продукци ăсатнă. Производство чакнин сăлтавĕсенчен пĕри - республикăри предприятисем туса кăларакан тавара шалти рынокра туянасси чакни. Çапах ырă туртăмсем пур. Калăпăр, нарăсрипе танлаштарсан пуш уйăхĕнче промышленноç производствин калăпăшĕ ÿсни палăрнă - 112,3%, тирпейлекен производствăра - 120,3%.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Экономика аталанăвĕн министерствине хула влаçĕсемпе пĕрле лару-тăрăва тĕплĕ тишкерме, производство чакнин сăлтавĕсене палăртма хушнă.

Ял хуçалăх производствин калăпăшĕ 1-мĕш кварталта 109,5-110% танлашнă. Ял хуçалăх продукцийĕн производство индексĕпе кăрлач-нарăс уйăхĕсенче Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Строительствăра 5033 млн ытла тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă - иртнĕ çулхи çак тапхăртин 84,3% чухлĕ. Пурăнмалли 54,8 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, ку пĕлтĕрхи 1-мĕш квартал кăтартăвĕн 110,8% танлашать.

2012 çулхи раштаврипе танлаштарсан кăçалхи пуш уйăхĕнче республикăра инфляци 102,1% пулнă /Раççейре тата округра - 101,9%/. Апат-çимĕç таварĕсем 2,7% /Раççейре - 3, округра - 3,1%/ хакланнă, апат-çимĕç мар таварсем - 1,4% /1,3 тата 1,1%/, пулăшу ĕçĕсем - 2,6% /1,2 тата 1,3%/. Вăтам ĕç укçи 17314,4 тенке çитнĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 12,2% пысăкланнă. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçин парăмĕ 31,2 млн тенкĕ юлнă, çулталăк каяллахинчен 38,7% чакнă.

Регистрацилекен ĕçсĕрлĕх вăй питти йышăн 0,89% танлашнă. «Сан ИнБев» компанин Çĕнĕ Шупашкарти сăра тăвакан предприятийĕнчи лару-тăрăва тишкернĕ май Михаил Игнатьев хуçи çак завода хупма пултарассипе çыхăннă япăх сценарие хатĕр пулмаллине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ ĕçлев службине тата Çĕнĕ Шупашкар администрацине предприяти чарăнас пулсан пушанакан йыша ĕçе вырнаçтармалли, урăх специальноçсене вĕрентмелли вариантсене тишкерме сĕннĕ.

Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерни пирки каланă. Республикăра 18 тултарман виçĕ е ытларах ачаллă 8814 çемье, вĕсенчен 3029-шне лаптăксемпе тивĕçтерме шута илнĕ. 1142 çемьене çĕр панă. Ку ĕçе Улатăр, Элĕк, Канаш районĕсенче туллин пурнăçланă. Çĕрпе сахал çемьене тивĕçтернисем - Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар, Çĕмĕрле тата Канаш хулисем. 96 лаптăкра çемьесем çурт тăваççĕ, 10-шĕ хăйсене панă лаптăксене сутнă.

 

РФ Президенчĕн округри полпречĕн ĕç ушкăнĕ кунти лару-тăрупа паллашнă хыççăн Чăваш Енĕн ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕçне ырласа хакланă, республика нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес енĕпе округри субъектсен хушшинче ăнăçлă ĕçленине палăртнă. Строительство министрĕ Олег Марков çав лаптăксене кирлĕ инфратытăмпа тивĕçтерни пирки пĕлтернĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ федераци шайĕнче нумай ачаллисене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшас ыйтусене тишкерни пирки пĕлтернĕ. «Ыйтăвĕсем ансат мар, вĕсене татса панă чух пирĕн те алă усса ларма юрамасть. Çĕр лаптăкĕсене хатĕрлемелле, муниципалитетсемпе килĕшсе татăлмалла. Хăш-пĕр çĕрте Чăваш Республикин çĕрсене чи малтан илмелли правине пăснă тăк - тĕрĕслĕхшĕн çине тăрăпăр», - тенĕ вăл. Çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкар администрацине нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе япăх ĕçленĕшĕн критикленĕ.

Канашлура çавăн пекех наркоманирен сыхланмалли мерăсене сÿтсе явнă. Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков вырсарни кун иртнĕ суйлавсен малтанхи кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Сасăлав йĕркеллĕ иртнĕ, 25 мандатран пурне те «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти представителĕсем илнĕ. Граждан оборонин патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров Муркаш районĕнчи Шетмĕпуç шкулĕнчи лару-тăру пирки пĕлтернĕ. Унта вырсарни кун пушар тухнă. Вут-çулăм шалти пÿлĕмсене сиенленĕ, çавна май юсав вăхăтĕнче ачасем кÿршĕ ялти шкулта вĕренĕç.

Е.СТЕПАНОВ

Хыпар

 



16 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter