Экологи воспитанийĕ

Чăрăшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти  вĕрентекенсем  ачасене пур енлĕ воспитани пама тăрăшаççĕ. Тăван çĕр-шыва юратас, хисеплес туйăма аталантарссипе пĕрлех çут çанталăка упрассине те мала хурать кунти педагогика коллективĕ. Патриотизм тата экологи воспитанийĕ ачасене ырă кăмăллă пулма, тăван тавралăха юратма, упрама та вĕрентет.

7-мĕш класра вĕренекенсем Мĕтри Кипек çырнă «Кайăк тусĕ» хайлава вуласа тишкернĕ май çакăн пек пĕтĕмлетÿсем турĕç: çут çанталăк --этемлĕх сăпки, çавăнпа ăна упрамалла, пуянлăхне хакламалла, чĕр чунсене, вĕçен кайăксене, йывăç-курăка  сăтăрçăсенчен сыхламалла.

Шупашкар районĕ

http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=93&id=2509768&type=news&page=13


 



18 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter