Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2013

И.Я. Яковлев çуралнăранпа 165, Н.В. Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат тата Чăваш наци радиовĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттереççĕ. Вăл 2013 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта иртет. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Задачисем:

− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;

− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

Диктант текстне чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер хатĕрленĕ.

Акцие икĕ тĕрлĕ хутшăнма пулать.

1-мĕш вариант. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çырма кăмăл тăвакансем диктант текстне 13.00 сехетре Чăваш наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче 105 Fm тата 72,41 УКВ хумĕсем çинче итлеме пултараççĕ. Диктант бланкне http://www.chuvsu.ru сайтра вырнаçтарнă. Копьютерпа Word форматпа çырнă (наборланă) е алпа çырнă текста сканерпа кăларса диктанта вуласа пĕтернĕ хыççăн 10-15 минут хушшинче çак адреспа ярса памалла: chuv-total-dict@mail.ru еnradio@mail.ru  

2-мĕш вариант. Диктант И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш филологи факультетĕнче (Президент бульварĕ, 19а çурт, 201-мĕш аудитори) 13.00 сехетре пуçланать.

Диктант çырма кăмăл тунисен заявка chuv-total-dict@mail.ru адреспа çак формăпа ярса памалла:

Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ е вăрттăн ят

Миçе çулта?

Пароль (10 сас паллинчен иртмелле мар)

Ăçта çырасшăн – Шупашкарта-и е пурăнакан вырăнта-и?

 

 

 

 

Диктант çырас умĕн орфографи тата пунктуаци правилисене аса илес текенсем валли «Тĕрĕс çырма вĕренер» занятисем иртеççĕ:

− ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 11.00 сехетре И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн V корпусĕн (Президент бульварĕ, 19а çурт) 201-мĕш аудиторинче;

− ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче 17.00 сехетре И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн I корпусĕн (Шупашкар хули, Университет урамĕ, 38-мĕш çурт) 434-мĕш аудиторинче.

Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнасса кĕтетпĕр.

Ыйтса пĕлмелли пулсан телефон – 45-03-37 (31-02) (10.00 сехетрен пуçласа 17.00 сехетчен шăнкăравлама юрать).

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци çинчен тулли информаци http://www.chuvsu.ru адреспа тупма пулать.


Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви



18 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter