Кăмăл çирĕплĕхĕ - ĕçкĕн чăн тăшманĕ

Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ май тата унăн темисенчен пĕри ĕçкĕпе кĕрешесси пулнине кура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер республикăн наркологи диспансерне çитсе курчĕ.

«Тĕп хулара ĕçкĕпе чирлĕ миçе çын?» - ку ыйтăва Михаил Васильевич диспансер умĕнче хăйне шурă халатлисемпе пĕрле кĕтсе илнĕ Леонид Черкесова, Шупашкар пуçлăхне, пачĕ. Лешĕ йышăнчĕ: «Калаймастăп...» «Эх, пуçлăх! Капла мĕнле ĕçлесшĕн?» - сасă хăпартмасăр, анчах ÿпкелесе каларĕ Михаил Игнатьев. Çаплах ĕнтĕ, ĕçкĕпе, наркоманипе кĕрешес ĕçре влаçри çынсен тивĕçлĕ статистика кăтартăвĕсене те пĕлмеллех. Тепĕр тесен пĕлес тениех вĕсене наркодиспансера илсе килнĕ мар-и?

Республика ертÿçи врачсемпе вĕсен ĕç вырăнĕнче курнăçса калаçрĕ, сипленекенсем патĕнче палатăсенче те пулчĕ. «Мăшăрăрсем вĕçĕмсĕр тустараççĕ пуль-ха?» - интересленчĕ вăл пациентсен ушкăнĕпе калаçнă май. «Унсăр мар ĕнтĕ...» - хирĕçлемерĕç лешсем. Диспансер тĕп врачĕ Михаил Чепурной палăртнă тăрăх - «ку йыш тăна кĕнĕ» ĕнтĕ, çавна май вĕсен кăмăлĕ те çĕкленÿллĕ. Мĕн хумхантарнипе кăсăклансан пĕри, авă, ЧР Пуçлăхне кĕтмен ыйту пачĕ: «Хăшĕ çĕнтерĕ - «Динамо»-и е «Трактор»-и?» Михаил Васильевич çухалса каймарĕ: командăсем иккĕшĕ те лайăх вылянине палăртрĕ - прогноз пама тăхтарĕ.

Ĕçкĕпе ăнăçлă кĕрешесси вара чи малтанах чирлисен хăйсен кăмăл çирĕплĕхĕнчен килет - кун пирки Михаил Игнатьев иккĕленмест. Çапах патшалăхăн тивĕçлĕ условисем тума тăрăшмалла. Сăмах май, диспансерта пĕр çынна сиплеме кунне пин тенке яхăн тăкакланать. Учреждени валли пĕтĕмпе çулталăкра 56 млн тенкĕ уйăраççĕ. Пысăк пайĕ - бюджет укçи. Бюджет тулашĕнчи çăл куç тÿпи 23% танлашать. Ку медицина тĕрĕслевĕшĕн çынсем тÿлекен укçа ĕнтĕ. Чирлисен хушшинче арçынсем ытларах: 7 арçын пуçне 1 хĕрарăм тивет.

Диспансер коллективĕпе тĕл пулнă май Михаил Васильевич ĕçкĕпе кĕрешесси республикăра малти плана тухни çинчен каларĕ. Пытармарĕ: ĕçкĕпе иртĕхес тĕлĕшпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнче «чи малта» иккен. Мĕн тумалла? Хуравне пĕрле шырани вырăнлă. «Ĕнерхи тухтăр, паянхи пуçлăх» Леонид Черкесов кунта медицина пĕччен вăй çитереймессине палăртрĕ - пурин те пĕрле ĕçлемелле. Леонид Ильич шухăшĕпе, «лайăх шалуллă ĕç вырăнĕсем ытларах йĕркелемелле - çынсен эрех шухăшĕ пулмĕ». Вĕсене спорта явăçтарни те пулăшмалла. Ку енĕпе тĕп хулара çĕнĕ спорт сооруженийĕсем туни чăннипех вырăнлă.

Медиксем вара ĕçкĕ авăрне лекнĕ çынна чир тыткăнĕнчен çăлса илес енĕпе çемье пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕç. Паллах, влаç енчен те тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Калăпăр, эрехе ярса парса сутакан вырăнсен шутне чакармалла. Врачсенчен пĕри унашкал пĕр вырăн адресне те пĕлтерчĕ - унăн шухăшĕпе, «Виçĕ сысна çури» лавккара /ячĕ мĕнешкел вырăнлă - унта сысна çурисем кĕреççĕ те эрех ĕçнĕ хыççăн сысналанса тухаççĕ пуль.../ саккуна пăсса эрех сутаççĕ. ЧР Пуçлăхĕ пĕр тăхтамасăр ĕç-пуçа тишкерме шантарчĕ, «сигнал» тÿрре тухрĕ тĕк - лавкка эрех сутмалли лицензисĕр те юлма пултарать.

Меллĕ самантпа усă курса пухăннисем республика, хула ертÿçисене ĕçкĕпе çыхăнман, анчах çынсем социаллă пурнăç енĕпе хăйсене мĕнлерех туяссине тÿрремĕн пырса тивекен ыйтусем те пачĕç. Калăпăр, Лебедев ячĕллĕ лицей шăпи пирки. Леонид Черкесов палăртнă тăрăх - интернат-лицей çурчĕ кивелсе çитнĕ. Ăна юсассин тăкакĕсем çĕнĕ çурт тунипех танлашĕç. Çавна май республикăри пултаруллă ачасем валли е культура институчĕ, е музыка училищи çумне тĕртсе çĕнĕ çурт тăвассипе çыхăннă сĕнÿсем пур. Хăшне суйласа илĕç - çывăх вăхăтрах татса памалла.

Михаил Игнатьев вара республикăри тепĕр интерната хупма май пуррине палăртрĕ. Унăн шухăшĕпе, ачасен çемьесенче çитĕнмелле. Тăлăхсем тенĕрен, Шупашкар çул çитнисене хваттерсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçлать. Халĕччен çуллен 20-30 хваттер валеçнĕ, пĕлтĕр вара тăлăхсене пĕрер пÿлĕмлĕ 105 хваттер пама вăй çитернĕ. Кăçал, Леонид Черкесов шантарнă тăрăх, ку кăтарту тата пысăкрах пулас шанăç пур - çывăх вăхăтра 68 хваттер хута ямалла.

Коммерци мелĕпе тара илекен çурт-йĕр пирки ыйту пулнине кура Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавнашкал çурт-йĕр фондне анлăлатса пырассине çирĕплетрĕ. Халĕ унта пурăнакансене 5 çул иртсен çав хваттерсене хăйсен харпăрлăхне туянма сĕнĕç. Вĕсем хывакан укçапа вара татах çавнашкал хваттерсем тăвĕç - черетре тăракансем /паян коммерци çурт-йĕрĕн черетĕнче 11 пин çемье/ пурăнмалли кĕтеслĕ пулĕç.

Çанталăк ăшăтнине пула çуралнă тема та калаçтарчĕ. «Хваттерсенче ытла та ăшă-и, ытлашшипех хутаççĕ-и?» - кăсăкланчĕ Михаил Васильевич. Медиксем пĕри те тепри çирĕплетрĕç: пăчă, чÿречесене уçма тивет. ЧР Пуçлăхĕ «ытлашши температурăллă» çуртсен адресĕсемпе пайăррăн кăсăкланчĕ. Тĕп хула Пуçлăхĕ «çакăн сăлтавне ăнлантарса парам» теме пăхрĕ те - Михаил Игнатьев ăна пÿлчĕ: «Ăнлантарма кирлĕ мар... Ăшă энергийĕ сутакансем ытлашши ăшă сутса сирĕн енчĕк шучĕпе пысăкрах тупăш илесшĕн. Çавăнпа та хăвăрăн кăмăлсăрлăха кăтартма ан именĕр». Ку сĕнÿ, паллах, хула çыннисене кăна мар, Шупашкар влаçĕсене те пырса тивмелле - чиновниксем йĕрке тăвассишĕн тăрăшма тивĕç.

Николай КОНОВАЛОВ

Хыпар



18 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter