Республикăри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен конкурсĕ

Республикăри вĕрентÿ институчĕнче  чăваш чĕлхипе литературине    вĕрентекенсен  конкурсĕ пулса итрнĕ.Унта пурĕ вунă учитель хутшаннă.  Пирĕн районтан конкурсра Уравăшри тулли мар вăтам шкултан  чăваш чĕлхипе литературине   вĕрентекен Раиса Николаевна Ермошкина пулнă. Раиса Николаевна, Кюльхĕрри хĕрĕ , юратнă района хÿтĕлесе тĕрлĕ амăртусенче тупăшнă, уçă урок ирттернĕ, Вăрнар тăрăхĕ çинчен эссе хÿтĕленĕ, чăваш ташши- юррипе хăй ăсталăхне кăтартнă.  Тăван чĕлхене чунтан юратнăран, ăста вĕрентекен конкурсра  çитĕнÿсемпе лайăх енчен палăрса «Сăпайлăх çăл куçĕ» номинацире мала тухнă. Эпир Раиса Николаевнăна малашне те пысак çитĕнÿсем тума ăнăçу сывлăх сунатпăр.

Вăрнар районĕ

http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=59&id=2511134&type=news&page=4 




19 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter