«Эпир пурте пĕр кимĕре»

Тунти кун Ведомствăсен Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тĕлĕшпе ирттерекен тĕрĕслевпе надзор ĕçĕн тухăçлăхне тишкерекен пĕрлехи комиссийĕн пирвайхи ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

Комиссие çĕр-шыв Президенчĕ Владимир Путин вырăнсенчи тĕрĕслевпе надзор ĕçĕн пахалăхне, тухăçлăхне ÿстерме хушнипе килĕшÿллĕн туса хунă. Чылай чухне хăш-пĕр ведомство тĕрĕслевсене шучĕ пултăр тесе ирттерет, чиновниксем çанă тавăрса ĕçленĕн курăнасшăн. Çĕр-шыв ертÿçи те уççăн палăртнă: тĕрĕслев тĕрлĕ тытăм ĕç-хĕлне ура ан хутăр. Тĕрĕслевсем ячĕшĕн пулмалла мар - ларури калаçура Михаил Игнатьев çакна тĕпе хума сĕнчĕ.

Вице-премьер - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов палăртнă тăрăх - Чăваш Енре федерацин 18 территори органĕ, республикăн хăйĕн 14 тытăмĕ тĕрĕслев ĕçне пурнăçлаççĕ. Тата - район-хулари тĕрĕслев полномочийĕллĕ тытăмсем. Пĕлтĕр вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене вĕсем 13 хут штрафланă. Штрафăн вăтам виçи - 90 пин тенкĕ. Явап тыттарнисен шутĕнче - Элĕк, Елчĕк, Пăрачкав, ытти район администрацийĕсем.

Александр Степанович тепĕр чух пĕр çитменлĕхшĕнех темиçе ведомство штрафланă тĕслĕхсем пулнине палăртрĕ. Тĕрĕслев органĕсем уçă, пурте усă курма пултаракан информацие ыйтса яни час-часах пулать. Çапла вара вырăнсенче тĕрлĕ отчет-справка хатĕрлесе нумай вăхăт ирттереççĕ. Хăш-пĕр ведомство вырăнсенчи администрацисем пĕр-пĕр йăнăш тăвасса ятарласа кĕтнĕ пек туйăм та пур - йăнăшсан тÿрех штрафлама васкаççĕ. Çак саманта шута илни вырăнлă: вырăнти хăй тытăмлăх органĕ штраф тÿленипе лару-тăру яланах ырă енне улшăнмасть. Пачах тепĕр майлă: штраф тÿленĕ май енчĕк çÿхелет - çав укçа вара шăпах хайхи çитменлĕхе пĕтермешкĕн кирлĕччĕ. Администраци ертÿçи пăшăрханса палăртрĕ: «Ытлашши тĕрĕслев пусарнине пула тÿрĕ кăмăллă, йĕркеллĕ пуçлăхсем ĕçрен пăрахса каяççĕ. Çавна май çĕнĕ суйлав ирттерме тивет - каллех тăкак...»

Тĕрĕслев органĕсем пĕрин хыççăн тепри килни те пулать. Кун пек чух ĕç такăнасси каламасăрах паллă. Акă мĕншĕн тĕрĕслемеллех пулсан ку ĕçе комплекслă майпа йĕркелени вырăнлине палăртса хăварчĕç: темиçе ведомство представителĕсем пĕрле килччĕр.

Тĕрĕслевçĕсемпе кăмăлсăррине Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов та пытармарĕ. Вăлах - ЧР муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ, çавна май унăн каламалли пур.

Тĕрĕслев органĕсем кăçал вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен тĕрлĕ информаци ыйтса янипе çыхăннă 2 пин ытла тĕслĕхрен 316-шĕнче çав информаци уçă пулнă иккен. Леонид Ильич палăртнă тăрăх - прокуратура, Роспотребнадзор, МЧС, ПАИ тата УФАС уйрăмах хастар ĕçлеççĕ. Чăн та, вĕсен ыйтăвĕсем нумай чухне вырăнлине хирĕçлеймĕн. Çапах ял-хула пуçлăхĕсене те ăнланма пулать: шалăвĕ пĕчĕк, анчах вĕсенчен тем те ыйтаççĕ - хуçасăр гидротехника сооруженийĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтернинчен пуçласа çулсене кирлĕ пек пăхса тăрасси таранах.

Л.Черкесов хăйĕн сăмахне тĕслĕхсемпе çирĕплетме тăрăшрĕ. Калăпăр, прокуратура граждансен уйрăм категорине хваттерсемпе тивĕçтерме хистет. Саккунпа килĕшÿллĕн тĕп хула суд йышăнăвне пурнăçлайманнине кура кашни йышăну тĕлĕшпе администрацин 5 пин тенкĕ тÿлемелле - штраф шучĕпе. Çавнашкал çынсем вара сахал мар - 240. «Ыйтăва татса пама 250 млн тенкĕ кирлĕ, - терĕ Леонид Ильич, - тĕп хула бюджетне 30 млн кăна хывса хăварнă. Ытларах хывма ниепле те май çук».

Федерацин монополипе кĕрешекен службин Чăваш Енри управленийĕн тĕп хула администрацийĕн утăмĕсене хаклакан йышăнăвĕсем нумай ыйту çуратаççĕ-мĕн. Чылайăшне суд та пăрахăçлать. «Хăш-пĕр йышăну хулан унчченхи ертÿçисен вăхăтĕнчи ĕçсене пырса тивет. УФАС вара пур пĕр ĕç пуçарать, администраци пуçлăхне дисквалификацилесси таранах...» - терĕ Л.Черкесов. Граждансене лавкка уçма ирĕк паманшăн кăна 5 ĕç пуçарнă. Çав вăхăтрах администраци çынсем пурăнакан районсенчи çурт-йĕре хĕстерме юраманнине тĕпе хурать - çакăншăн явап тыттармалла-и вара? Хула пуçлăхĕ ПАИ тĕлĕшпе те кăмăлсăрлăхне пытармарĕ. Хĕл варринче çулсем çинче разметка çуккишĕн штрафланă иккен. Анчах разметкăна хĕлле тума май çуккине кашниех ăнланать - апла тăк хăй тытăмлăх органĕсен хутне кĕме юрамасть-и?

Çак шухăша Çĕнĕ Шупашкар мэрĕ Александр Сироткин та тăсрĕ. Унăн шухăшĕпе - тĕрĕслевçĕсем халь пĕчĕк бизнеса хĕсĕрлеме пăрахса шкулсемпе садиксене, çавнашкал ытти учреждение тапăннă. Ятарласа туман пĕр йăнăшшăн УФАС аукцион ирттерекен комисси членĕсене /унта специалистсем çук/, 15-шер пин тенкĕ шалу илекенскерсене, 60-шар пин тенкĕлĕх штрафланă иккен. Шел те, судсем ялан тенĕ пекех надзор органĕсен енне тăраççĕ.

Сăмах тивнĕ тĕрĕслев органĕсен представителĕсем те ларăва килнĕ - çук, тÿрре тухса калаçмарĕç: хамăрăн ĕçе тăватпăр - çапларах пулчĕ вĕсен сăмахĕн тĕшши. Сăмахран, УФАС представителĕ çаплах палăртрĕ: «Хула администрацийĕн йышăнăвĕ тĕлĕшпе предприниматель çăхав çырать. Эпир çав çăхава курмăш тума пултараймастпăр - ку тĕрĕс мар пулĕччĕ». Çапах Михаил Игнатьев хирĕçлерĕ: «Пĕр кунлăх фирма пур... Вăл пĕр-пĕр аукционра кам çĕнтернине сăнать, кайран УФАС ячĕпе çăхав шăрçалама пуçлать. Çавна пула эпир икĕ ача садне вăхăтра туса пĕтереймерĕмĕр... Акă мĕншĕн сирĕн тĕплĕ пăхмалла: апла е капла йышăну лару-тăрăва пулăшать-и е чăрмантарать-и - çакна шута илмелле. Сирĕн йышăнăвăра суд пăрахăçлать, ку - ĕçри пăрахăç. Сирĕн суд пăрахăçланă йышăнусем чылаййи - ертÿçĕ хăй йышăнакан должноçа тивĕçтерни пирки иккĕленмелли сăлтав».

Федерацин республикăри тĕп инспекторĕн Геннадий Федоровăн сăмахĕсем икĕ ене çураçма чĕнсе каланăн илтĕнчĕç. «Эпир пурте пĕр кимĕре - пĕр ĕçе пурнăçлатпăр, - терĕ вăл. - Тĕрĕслевпе надзор ĕçне никам та пăрахăçламан, анчах Владимир Путин Президент ыйтнине тĕпе хурса çак ĕçе çĕнĕ никĕс çинче йĕркелемелле. Ытлашши «хастарлăх» такăнтарать. Чылай йăнăшран асăрханма май пур - тĕрĕслев органĕсен çакна тĕпе хумалла».

Николай КОНОВАЛОВ



Хыпар
02 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter