Кун йĕркинче - сывлăх сыхлавĕ, монохуласем...

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

2012 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш Республикинчи халăх сывлăхĕ, сывлăх сыхлавĕ çинчен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова каласа панă. Сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăпа килĕшÿллĕн республикăна юлашки 2 çулта федераци бюджетĕнчен 4,852 млрд тенкĕ уйăрнă. Стационарсене çĕнĕ йышши сиплев тата диагностика оборудованийĕпе пуянлатма, сиплев учрежденийĕсен пурлăх никĕсне лайăхлатма нумай укçа-тенкĕ янă.

Мерăсем йышăннине кура чирсен мĕн пур ушкăнĕ тăрăх çынсем вилесси чакнă. Çапах та «тулаш» сăлтавсене пула вилнĕ тĕслĕх çав-çавах нумай. Çак тытăмра харпăр хăй çине алă хуни /18,7%/, алкогольпе ăнсăртран наркăмăшланни /8,3%/, аварире суранланни /12,2%/ пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - патшалăх çемьесемпе ачасене пулăшмалли политика тытса пырать, граждансен сывлăхне упрас, çирĕплетес тĕлĕшпе сахал мар ĕçлеççĕ. «2012 çулта пирĕн 20 çул тăршшĕнче пуçласа çуралакансен йышĕ вилнисенчен нумайрах пулчĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Алла Самойлова Чăваш Республикинчи эмел препарачĕсен хакĕсен мониторингĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Акă 2012 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа 2013 çулхи нарăсчен пурнăçра питех те кирлĕ тата пысăк пĕлтерĕшлĕ эмел препарачĕсен ваккăн сутмалли хакĕсем 1,6% чакнă /федерацин Атăлçи округĕнче вăтамран 0,9% чакнă, Раççейре 0,8% ÿснĕ/. Чăваш Енре хамăр çĕр-шывра туса кăларнисем - 3,3%, ют çĕртен кÿрсе килнисем 0,3% чакнă.

2012 çулта Чăваш Республикинче монохуласене модернизацилемелли комплекслă инвестици планĕсене пурнăçлани, 2013 çулхи тĕллевсем çинчен экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков пĕлтернĕ. Çак программăна пурнăçа кĕртнĕ май Çĕнĕ Шупашкара 1,2 млрд тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ панă.

Михаил Игнатьев «Инженерипе коммуналлă тытăм тăвасси» проект тăрăх «Парнас» ТСК строительство вăхăтне пăхăнманни, укçа-тенкĕпе вăхăтра усă курманни çинче чарăнса тăнă. Республика Пуçлăхĕ çак фактсене тишкерсе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушнă.

Алексей Табаков каланă тăрăх - Улатăрта паянхи кун тĕлне ĕçсем графикпа килĕшÿллĕн пыраççĕ. 15,6 км тăршшĕ шыв пăрăхĕн сечĕсене вырнаçтарнă, строительство ĕçĕсен тĕп калăпăшне вĕçленĕ.

Михаил Игнатьев муниципалитет администрацийĕн пуçлăхне «Улатăр хулин индустри паркĕ» проекта пурнăçласа инженери инфратытăмне тумалли ĕçсен графикне пăхăннине тĕрĕслесе тăма чĕнсе каланă.

В.ВАСИЛЬЕВ



Хыпар
02 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter