Атте-анне ăшшине никам та улăштараймĕ

Ачасем тĕрлĕ сăлтава пула инкеке лекеççĕ. Анчах та вĕсем çемье ăшшине туйса ÿсменшĕн, выçăпа нушаланнăшăн, преступлени çулĕ çине тăнăшăн чи малтанах ашшĕ-амăшĕ айăплă. Пепкисене воспитани парасси, хÿтлĕхре ÿстересси — çывăх çыннисен тивĕçĕ. Çут тĕнчене килекен кашни ача телей курма çуралать. Унăн пурнăçĕнче хаваслă, асра юлмалли самантсем, çемье ăшши пулмаллах тесе шутлатăп. Анчах та пур чухне те ун пек май килмест иккен. Тăлăха юлнă, килсĕр çапкаланса çÿрекен ачасен йышĕ Раççейре çулран-çул ÿссе пыни сисчĕвлентерет. Ашшĕ-амăшĕсĕр, çывăх çын тимлĕхĕсĕр тăрса юлнăскерсене патшалăх хăйĕн хÿттине илет. Опекăпа попечительлĕх органĕсем ачасен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлес, вĕсене кирлĕ пулăшу парас тесе тимлеççĕ.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне опекăна панă е çемьесене вырнаçтарнă 77 ача шутра тăрать. Ют çынсем патĕнче çемье ăшшине, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхне тупнă ачасем мĕнле пурăнаççĕ-ха? Районти лару-тăрупа опекăпа попечительлĕх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Татьяна Николаевна Галзанова тата ертсе пыракан специалист Зульфия Небиулловна Низамова паллаштарчĕç.

— Ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасене тивĕçлĕ пулăшу парасси мĕнле пурнăçланать-ши?

— Кашни пепке çемьере çи-тĕнмелле. Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕнче ÿсекен ача çеç  аталанса, кирлĕ воспитани илеет. Юратнă çынсемпе пурăнакан ачан кăмăл-туйăмĕ çирĕп, малашлăх та ăна хăратмасть. Çак тĕллевпех çывăх çыннисемсĕр тăрса юлнăскерсене çемьесене вырнаçтарма тăрăшатпăр. Паянхи куна 13 çемье 20 ачана усрава илнĕ, 47 опекун ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерет. Унпа пĕрлех ачасене хăйсен хÿттине илес текен çемьесем татах та пур.

Патшалăх ют ачасене пăхакансене хавхалантарнине палăртса хăварас килет. Пепкене усрама уйăхсерен укçа-тенкĕ уйăраççĕ, ашшĕне е амăшне шалу тÿлеççĕ, унăн ĕçне пĕтĕмĕшле стажа кĕртеççĕ.

— Зульфия Небиулловна, сăмахран, районта пурăнакансем ача усрава илме шутласан — вĕсен чи малтан мĕн тумалла?

— Ют ачана пăхса çитĕнтересси çăмăл мар. Çавăнпа та ача усрава иличчен тĕплĕн шутламалла. Ун хыççăн çеç пысăк утăм тумалла. Чи малтанах, паллах, пирĕн пата, опекăпа попечительлĕх органне килмелле. Эпир ача усрава илес текенсене тĕплĕн тĕрĕслетпĕр. Вĕсен кăмăл-туйăмĕпе паллашас, мĕн сăлтава пула ача илессине пĕлес тĕллевпе кашнийĕшĕнпе уйрăммăн калаçатпăр. Вырăна тухса кил-çуртне, хуçалăхне хаклатпăр. Кунсăр пуçне кандидатсем Канаш хулинче «Школа приемных родителей» ятарлă курсран вĕренсе тухаççĕ. Çакă тата ытти тĕрĕслев ăнăçлă иртнĕ хыççăн çеç вĕсене ача илме ирĕк паратпăр.

— Пепкесем çĕнĕ çемье тупни чăннипех те лайăх. Анчах та вĕсене тĕрĕслесех тăмалла пулĕ-ха....

— Опекăрисен пурнăçĕпе куллен паллашасси, вĕсене пулăшасси — пирĕн тивĕç. Çавна май опекунсемпе, попечительсемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлетпĕр. Çавăн пекех вĕсем те кунта килсе çÿреççĕ, тĕрлĕ ыйтусене пĕрле сÿтсе яватпăр. Опека органĕн специалисчĕсем общество инспекторĕсемпе, класс ертÿçисемпе пĕрле килсене тухса çÿреççĕ, унти пурăнмалли условисемпе паллашаççĕ. Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссипе, диагностикăпа психологи пулăшăвĕн центрĕпе, вĕренÿ учрежденийĕсемпе, район больницин ача-пăча уйрăмĕпе тачă çыхăну йĕркеленĕ. Тĕрлĕ мероприятисем — çавра сĕтелсем, тĕл пулусем, канашлусем — ирттерни пуриншĕн те усăллă.

— Юлашки вăхăтра чылай ашшĕ-амăшĕ эрех-сăрапа туслашнине пула ачисене кирлĕ пек пăхайманни пăшăрхантарать.

— Ашшĕ-амăшне пула шар куракан ачасем пирĕн районта та сахал мар. Пирĕн тĕллев —вĕсен шутне чакарасси, тĕрĕс çул çине тăма пулăшасси. Çавăнпах пепкисене тивĕçлĕ воспитани парайман, вĕсен сывлăхĕпе аталанăвĕ çине алă сулакансемпе малтанах ĕçлеме пуçламалла. Килĕсене çÿресе калаçусем йĕркелетпĕр, пурăнмалли условисемпе паллашатпăр. Ун хыççăн хăшĕсем, чăн та, тĕрĕс çул çине тăраççĕ, хăшĕсем алă сулнă, сулаççĕ те. Ĕçкĕпе иртĕхни çемьене, ачасен пурнăçне аркатать. Тÿрленме тăрăшайман ашшĕ-амăшĕсене ирĕк прависĕр хăварма тивет, ачасене интерната яратпăр. Пĕлтĕр акă çиччĕшĕнчен ку ирĕке туртса илнĕ.

— Тăлăхсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси районта мĕнлерех пурнăçланать?

— Ачасем ăçта, мĕнле çуртра е хваттерте пропискăра тăнине тĕрĕслесех тăратпăр. Чăн та хăшĕсен пурăнмалли вырăн япăхнă, кивелнĕ, теприсен вăл пачах та çук. Çавна май вĕсене хваттерсемпе тивĕçтермеллех. Паянхи куна черетре — 39 ача, 6-шĕ паян-ыран кил-çуртлă пулĕç.

Патшалăх тимлĕх уйăрса вĕсене пулăшни савăнтарать, анчах та ашшĕ-амăшĕн ачашлăхне, хÿттине никам та улăштараймĕ.

Хальхи вăхăтра Раççейре тăлăхсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăнхинчен те йышлăрах. 1945 çулта — 600 пине яхăн, 2008 çулта — 700 пин ытла, 2012 çулта 800 пин тăлăха шута илнĕ. Экспертсем вара вĕсен шучĕ 2—3 миллион тесех çирĕплетеççĕ.

Статистика кашни 100-мĕш ачашăн интернат тăван кил пулса тăнине çирĕплетет.

Генпрокуратура — 2 миллион, Раççей ача-пăча фончĕ 3 миллион, «Ачалăха хÿтĕлес юхăм» 4 миллиона яхăн çапкаланчăк ача пулнине пĕлтерет.

А.ЕФРЕМОВА.

 Комсомольски районĕ

http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=66&id=2512136&type=news&page=7 


 



22 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter