Курăк çунтаратăн – пушар кăларатăн

2013 çулхи пĕрремĕш кварталта район территорийĕнче вут-çулăм 3 хутчен алхаснă (çак тапхăрта пĕлтĕр те 3 пушар пулнине шута илнĕ). Кăçал пушарта пĕр çын инкек курнă (хальхи вăхăтра вăл Шупашкарти больницăра сипленет), пĕр çурт çунса кайнă. Кунсăр пуçне гаражпа автомобиль çунса сиенленнĕ. Вут-çулăм 241 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Граждансен хуçалăхĕсенче тухнă çак пушарсен сăлтавĕсене тишкерсен, вĕсем электрооборудование, газ плитине тата электроприборсене пушар хăрушсăрлăхне пăхăнса ĕçлеттермелли правилăсене пăхăнманнипе çыхăннă.

Кил-çурт таврашĕ-сенче, пахчасенче, урамсенче юр ирĕлсе пĕтнĕпе пĕрех ĕнтĕ. Турпассем, тĕрлĕ çÿп-çап, пахчасенче пĕлтĕрхи çулçăсемпе ÿсен-тăран юлашкийĕ-сем палăрма пуçларĕç. Паллах, вĕсене граждансем тасатма тытăнчĕç. Чылайăшĕ тĕрлĕ тасамарлăха вут чĕртсе çунтарма тăрăшать. Ку вара хăш чухне инкек патне илсе пыма, кил-çурт, хуралтăсем, мунча вырăнĕнче кĕл-кăмрăк купи хăварма пултарать.

Аса илтеретпĕр: тĕрлĕ çÿп-çапа кил-çурт, хуралтăсем таврашĕнче çунтарма юрамасть. Тасамарлăха çунтарас пулсан, çуртсемпе хуралтăсенчен 50 метрта кăна вут чĕртмелле, ăна пăхса сăнасах тăмалла. Киле кĕрес умĕн, вут çунтарнă вырăна тăпрапа хупламалла. Унсăрăн, çил тухсан, вут юлашкисем тепĕр вырăна ÿксе пушар кăларма пултараççĕ.

Юр ирĕлсе пĕтсен учрежденисемпе организацисен таврашĕ-сенче те йывăçсен хуçăлса ÿкнĕ вуллисене, çулçăсене, хĕл кунĕ-сенче пухăннă çÿп-çапа тасатма пуçлаççĕ. Раççей Федерацийĕнчи пушар хăрушсăрлăхĕн режимĕн Правилисен 77 пункчĕпе килĕшÿллĕн, субботник ирттернĕ вăхăтра ертÿçĕн питĕ тимлĕ пулмалла, хăрушсăрлăх йĕркисем мĕнлерех пурнăçланнине сăнасах тăмалла. Тасамарлăха çунтарнă чухне объектран 50 метрта кăна вут чĕртме ирĕк памалла. Субботник вăхăтĕнче ăпăр-тапăра ытларах контейнера тултарса свалкăна ăсатма тăрăшмалла.

Çÿлерех асăннă Правилăсен 218 пункчĕпе килĕшÿллĕн, çырма-çатрари, çул хĕррисенчи пĕлтĕрхи типĕ курăка çунтарма юраманни пирки те асрах тытмалла. Çил вĕрнĕ май вут кĕске вăхăтрах анлăн сарăлса каяс, çуртсене, хуралтăсене вут хыптарас хăрушлăх пысăк. Иртнĕ çулсенче районта çакнашкал пушар хăрушлăхĕсем темиçе те пулнă, анчах вĕсене пушар чаçĕн ĕçченĕсем вăхăтра сÿн-терме ĕлкĕрнĕ, вут пысăк сиен кÿреймен.

Районти граждансене пушар хăрушсăрлăх йĕркисене яланах çирĕп пăхăнса пурăнма сĕнетпĕр. Уйрăмах – çурхи-çуллахи тапхăрсенче.

М.ИЛЬИН, надзор ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн аслă инспекторĕ

Шăмăршă районĕ

http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&id=2512520&type=news&page=5


 



22 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter