К. Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕн аритисчĕсемпе тĕл пулу иртрĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш чĕлхи кунĕ. Çак куна халалласа шкулсенче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Ĕнер вара К.В. Иванов  ячĕллĕ чăваш патшалăх  академи драма театрĕн артисчĕсем шкул ачисемпе тĕл пулу йĕркелерĕç. Москакасси, Оринин, Çатракасси, Турай, Юнкă шкулĕсенчи вĕренекенсем Муркашри культура çуртĕнче театрăн «Сенкер чаршав» шоу-кончерчĕн программипе паллашрĕç. Чăваш юрри-ташшине курнă май ачасем тĕрлĕ спектакль сыпăкĕсене пăхса савăнчĕç, театрăн историне паллашрĕç. Уйрăмах СССР халăх артистки В.К.Кузьмина вылянă рольсем ачасен чунĕсене тыткăнларĕç. Ку тĕл пулу чылайччен ачасен асĕнче юлĕ.

Муркаш районĕ

http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=71&id=2515665&type=news&page=3




24 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter