Чăваш тумěн, ал ěçěн тата чăваш тěррин куравě

Ака ухăхěн 23-мěшěнче, ытларикун, Тутаркасси шкулěнче чăваш тумěн, ал ěçěн тата чăваш тěррин куравě иртрě.

Планпа палăртнă пекех шкул ачисем И.Я.Яковлев калавěсем тăрăх сценкěсем лартрěç. Вуннăмěшсем «Сармантей», çиччěмěшсем «Икě хěр», «Вăрăм тунасемпе старик», «Пахчаçăсемпе ывăлěсем» юмахсем тата «Нарспи» поэма сыпăкне кăтартрěç. Улттăмěшсем «Пулă тытни» сценкăпа паллаштарчěç. Пиллěкмěшсем лартнă «Лаша шырани», «Ĕнепе качака таки» сценкăсене пурте кăмăлласах пăхрěç. Пуçламăш классем те хăйсем артист пулнипе куракансене чěререн савăнтарчěç. Виççěмěшсем лартнă «Кулачă», тăваттăмěшсем кăтартнă «Кăлăхах тавлашакансем» сценкăсем пуринчен те ăнăçлă пулса тухнă. Икě тăваттăмěш класě те çěнтерÿçě ята тивěçрěç.

Шупашкар районě

http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=93&id=2515525&type=news&page=5




24 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter