Тутар культурин уявĕ

Ака уйăхĕн 19-25-мĕшĕсенче Чăваш наци библиотеки «Культура урлă – пĕрлĕх» наци культурисен фестивальне йĕркелере. Унпа килĕшÿллĕн Елчĕк районĕн Сăрьел ялĕнче «Татарстан – Чувашия: мы единая Россия» тутар культурин уявĕ иртрĕ.

Çак уяв Сăрьелĕнчи культура çуртĕнче уçăлчĕ. Уява пуçтарăннă хăнасене ял старости Ф.Идиатуллин, Сăрьелĕн мечетри имам, ялти хисеплĕ ватăсемпе культура ĕçченĕсем, ял çыннисем кĕтсе илчĕç.

Фестивале Елчĕк район администрацин культурăпа информаци пай ертÿçи А.Александрова уçрĕ. Вăл пурне те тутар культурин кунĕ-уявĕ ячĕпе саламларĕ. Ял старости Ф.Идиатуллин тутар халăхĕн историпе культура пуянлăхне Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче мĕнле сыхласа хăварассишĕн тăрăшни çинчен каласа пачĕ.

И. Сунгатуллина библиотекарь ял вулавăшĕпе паллаштарнă май «Татар кĕнеки  XXI ĕмĕрте» кĕнеке куравне уçса пачĕ. Вăл кĕнеке хăй хакне нихăçан та çухатманни çинчен чарăнса тăчĕ. Районти тĕп библиотекăн ĕçченĕсем «Иш-Суринск – ты часть России» электронла презентаципе паллаштарчĕç. Уява килнисене тутар халăх тумтирĕсенчен    йĕркеленĕ курав  кăмăлĕсене çĕклерĕ. Тутар тĕррисем ытла та хăйне майлă илĕртÿллĕ.

Фестиваль пĕлтерĕшĕ пирки тухса калаçакансем йышлăн пулчĕç: Тутар республикин Пăва районенчи Исекел шкул директорĕ Зиннатуллин Л.Б. хăйĕн докладĕнче Чăваш республикинчи Сăрьел ялĕпе Тутар республикинчи Исекел ял халăхĕн аталанăвĕ пирки чарăнса тăчĕ. Вăл Сăрьел тĕслĕх библиотекине хăйĕн кĕнекине парнелерĕ. Патăрьелтен килнĕ хăнасем   вулавăша Патăрьел энциклопедине парнелерĕç. Чăвашсемпе тутарсем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнни çинчен, чăвашсем тутарла, тутарсем чăвашла лайăх пĕлни, чĕлхе пирки хирĕçÿ пулса курманни çинчен ялти хисеплĕ пенсионер Харисов Р.С. тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Кушкă шкул директорĕ Портнов Р.А. Сăрьел ачисем чăваш шкулĕнче  мĕнле вĕреннипе канни çынчен палаштарчĕ.                               

Чăваш ĕмĕртен кÿршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăннă. Елчĕк районĕнче те тĕрлĕ халăх çыннисем туслă пурăнаççĕ. Район администрацийен тĕрле халăхсемпе ĕçлекен совечен ертÿçи  Л.В.Левый  ячепе Елчĕк районĕнче пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисем туслă пуранчăр тесе пысăк ĕçсем тунăшăн   Сăрьелĕнчи 14-мĕш приходăн мечетри имама Закирова З.С.,  Тутар республикин тава тивĕçлĕ учителе, Пăва районенчи Исекел шкул директорĕ Зиннатуллина Л.Б.  ял старостине Идиатуллина Ф.Ф., ĕç ветеранне Харисова Р.С., Елчĕкри депутатсен пухăвĕн депутатне Салахутдинова З.Р., Сăрьеленчи ял вулавăшри библиотекаре Сунгатуллиной И.С тав хучĕпе чыс туна.  

Ĕçре палăрнисене Тав хучĕсемпе чысланă хыççăн Кушкă шкулĕнче пуçламăш класра вĕренекен Сăрьел ачисем хăйсен пултарулăхĕпе юрă-ташăпа чун-чĕресене тыткăнларĕç. Тутар республикин Пăва районенчи Исекел шкулĕнче вĕренекенсем «Шурале» юмаха кăтартса пачĕç.

Фестиваль тутар кухнин вăртăнлăхĕсемпе паллашнипе, тутанса пăхнипе вĕçленчĕ.

 

Петрова А., библиотекарь

Елчĕк районĕ

http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=79&id=2516376&type=news


 



24 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter