Халǎх уявĕ «Çавра кĕвĕ ай çавăрса туслă пулар-и» .

Муниципаллă бюджетлă вĕренÿ учрежденийĕ «Шелттемри Е.Анисимов ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта», чăваш  Улăпĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалласа,   чăваш чĕлхипе литература эрни йĕркеленĕ. Паян, 1-6 классенче вĕренекенсемпе «Çавра кĕвĕ ай çавăрса туслă пулар-и» ятпа  халăх уявĕ иртрĕ.

Туссем пĕрле пуçтарăнса

Айтăр выляр-и?

Вăйă карти карталанса

Юрă юрлар-и?

Çавра кĕвĕ ай каласа

Туслă пулар-и?

Иккĕмĕшпе тăваттăмĕш классенче вĕренекенсем (ертÿçи В.М.Софронова) карталанса çаврăнса çак илемлĕ юрăпа уява пуçларĕç. Мĕнле илемлĕ чăваш çи-пуçĕ, тĕрри! Чăваш халăхĕ мĕн авалтан ĕçчен пулнипе палăрса тăнă. Уй-хирте те ĕçленĕ, алă ĕçне те пултарнă, юрă-ташăра та ăста пулнă. Чăваш çынни çамрăка, ача-пăчана ăс вĕрентсе сăпайлă сăмах калама юратать.  Пехил – ваттисен сăмахĕ, пурнăçа мĕнле йĕркелесе ярса пурăнмаллине вĕрентет, ялта ятлă пулмаллине, тус-йыш мĕнле тупмаллине вĕрентсе каланă. Çак пулăмсене, вĕрентсе каланисене пĕтĕмпех, ваттисен сăмахĕсемпе, тупмалли юмахсемпе, юрă-ташăра, вăйă-кулăра кăтартса пачĕç вĕренекенсем. Ачасен хавас сасси, чăваш тумтирĕ, алка-тухьи уява илемлĕх, хаваслăх кÿчĕç.

Тĕллевĕсем: чăваш халăх историйĕпе интереслентересси; чăваш юрри-ташшине вĕрентесси.

Канаш районĕ

http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=63&id=2515457&type=main&page=2 


 



24 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter