Çĕр-шыва хÿтĕлесси – сăваплă ĕç

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çурхи призыв пуçланчĕ, вăл утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырĕ. Çак тапхăрта Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи 120 каччă çар ретне тăрĕ. Пĕлтĕр кĕрхи призывпа 60 йĕкĕт, çуркуннехипе 160-ăн хĕç-пăшаллă вăйсен ретне тăнă. Хальхи призыв ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Çара кайма ят тухнă çамрăксем хăйсене еплерех тытаççĕ? Тăван çĕр-шыв умĕнче таса тивĕçне пурнăçлассинчен пăрăнакансене мĕн кĕтет; Çак тата ытти нумай ыйтăва Елчĕк тата Комсомольски районĕсемпе ĕçлекен çар комиссариачĕн призыв енĕпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Ю.В. Венедиктов хуравларĕ.

— Ытти чухнехи пекех, çурхи призыва планпа килĕшÿллĕн йĕркелетпĕр. Çавна май чи малтанах аслă вĕренÿ заведенийĕсене пĕтерекенсене çара ăсатма тăрăшатпăр. Вĕсене çĕртме уйăхĕн вĕçне, утă уйăхĕн пуçламăшне валли повесткăсем паратпăр. Йĕкĕтсем хирĕç мар, чылайăшĕ çар ретне тăма пиçсе çитнĕ.

Çавăн пекех 11-мĕш класс пĕтерекен яшсенчен хĕсмете каяс кăмăллисем те пур. Хăшĕ- пĕри вара 2011 çулти улшăнусемпе усă курса, аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме çур çуллăх, кĕрхи призывчен отсрочка илеççĕ. Каччăсене тĕрлĕ мелпе усă курма сĕнеççĕ пулин те, çартан пăрăнакансем те сахал мар çав. Хăшĕ-пĕри регистрациленнĕ вырăнта пурăнмасть, тепри ĕçлеме тухса кайнă, тăванĕсем вĕсем пирки нимĕн те пĕлмеççĕ. Е çакскерсем урăх çĕре куçса каяççĕ. «Таркăн» — алă пуссах повестка илнĕ, анчах çар комиссариатне килмен çын. Çакăншăн вара уголовлă ĕç пуçараççĕ. Районта кун пек пĕр каччă çине уголовлă ĕç пуçарнă. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр çурхи призывра 160 каччă çар ретне тăнă, 37-шĕ унтан пăрăннă.

Салтак аттине тăхăннă яшсен паян ним çинчен те пăшăрханмалли çук. Вĕсем кунĕпех вĕренÿре е физхатĕрленÿре. Чылай çĕрте апат хыççăнхи кану сехечĕсем те пур. Тăванĕсемпе, юлташĕсемпе калаçма карас телефонсемпе усă курма та чармаççĕ. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕсем ачисем епле условисенче пурăннипе те паллашма пултараççĕ. Кашни салтака банк картти пани те пулăшу. Унта уйăхсерен 2 пин тенкĕ укçа куçараççĕ. Паянхи çар унчченхипе танлаштарсан чылай уçăмлăрах.

Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси —кашни ар çыннăн тивĕçĕ. Çавăнпа та çартан хăрама кирлĕ мар, унта сирĕн пекех çамрăксем. Хĕсметре пулнă май каччă нумай юлташ тупать, тĕнчепе паллашать, тĕрлĕ çĕре çитсе курать. Унсăр пуçне кăмăл енчен çирĕпленет, дисциплинăна хăнăхать, тĕрлĕ енлĕ аталанать. Хăйне коллективра тытма вĕренет.

А.АНТОНОВА.

Комсомольски районĕ

http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=66&id=2516544&type=news&page=4 




25 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter