Ветерансене чысларĕç

Иртнĕ эрнере  районти шалти ĕçсен пайĕнче ветерансене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç.

Чи малтанах пухăннисем умĕнче Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен органĕсен тата çарĕсен ветеранĕсен председателĕ Михаил Киселев ăшă сăмахсем каларĕ, уяв ячĕпе саламларĕ.

Михаил Федорович 1927 çулта преступниксем асаплантарса вĕлернĕ милиционерсене Борис Александровпа Петр Орлова асăнса пĕр минут шăп тăма ыйтрĕ.

«Сирĕн паха опыт паянхи кун саккун хуралĕнче тăракансене пысăк пулăшу кÿрет. Эсир, хăвăр пурнăçа право сыхлавне халалланăскерсем, халĕ те преступленисене уçса парас тĕллевпе пурăнатăр. ЧР шалти ĕçсен министрĕн ячĕпе пурне те пысăк тав!», — терĕ тĕп хуламăртан килнĕ хăна.

Ун хыççăн шалти ĕçсен органĕсен районти ветерансен совечĕн председателĕ Петр Лапшин калаçрĕ. «Ветерансемпе полици сотрудникĕсем тачă çыхăнура пулни кăна пакунлă çынсене пысăк кăтарту тума пулăшĕ», — терĕ Петр Васильевич.

Ун хыççăн районти ĕçпе вăрçă, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен (пенсионерсен) председателĕн ячĕпе нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă-скерсене В.В. Самсоновăна, В.С.Чубукова, Е.И. Шингалова Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Районти шалти ĕçсен пайĕнче 34 ветеран шутланать, вĕсенчен 2-шĕ — хĕрарăмсем.

М.Киселев та пушă алăпа килмен мероприятие. Вăл В.Г. Ямалиевпа В.Т.Павлов пенсионерсене «Шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕ» юбилей медалĕсемпе наградăларĕ. Çавăн пекех хăна В.А.Райкова, В.О.Петрова, В.Е.Воронова Хисеп грамотисемпе чысларĕ.

Паянхи кун полицире тăрăшакансем ячĕпе Россия Федерацийĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» пай начальникĕн ĕçĕсене тăваканĕ Алексей Ефремов уяв ячĕпе пухăннисене саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ.

Мероприятие малалла юрă-ташă ăстисем тăсрĕç. Район администрацийĕн представителĕсем Ольга Карсаковăпа Ирина Николаева, Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем ветерансене илемлĕ юрăсемпе савăк кăмăл парнелерĕç. Пухăннисем Люция Ахметовăпа Ильшат Сиразетдинов полици ĕçченĕсен номерĕсем хыççăн чылайччен алă çупрĕç.

Ветерансем «Молочный двор г.Канаш» представительне В.С.Чубукова уява йĕркелеме пулăшнăшăн тав турĕç.

Комсомольски районĕ

http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=66&id=2516574&type=news&page=4 





25 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter