Иван Яковлева халалласа

Чылай шкулта И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине уявлама маларах хатĕрленме пуçлаççĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче те çак уява анлăн паллă тăваççĕ. Кашни класра тата тĕрлĕ классем хушшинче мероприятисем иртеççĕ: «И.Яковлев тата Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ» урок-презентацисем, сăвă вулакансен, чи тавçăруллисен, стена хаçачĕсен, И.Яковлевăн хайлавĕсем тăрăх тунă ÿкерчĕксен конкурсĕсем йĕркелеççĕ, ачасем музейри, библиотекăри мероприятисене хутшăнаççĕ.

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче 7-мĕш «а» класра вĕренекенсем районти тĕп библиотекăра пулчĕç. М.В.Мокеева тата Е.П. Прокопьева библиотекарьсем вĕсене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Библиотека ĕçченĕсем «Чăваш çĕрĕн Улăпĕ» кĕнекесен выставкипе паллаштарчĕç, И.Яковлевăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, çемйи, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çинчен каласа пачĕç, презентаци кăтартрĕç. Ачасем питĕ интересленсе, тимлĕн итлесе ларчĕç. Малалла викторина иртрĕ. Унта Р.Хамидуллов, А.Николаев, Р.Герасимова, И.Салмина, К.Аполонов уйрăмах палăрчĕç. П.Дряблов, К.Аполонов, Я.Степанова, Р.Гибатдинов, М.Краснова, К.Тимофеев, В.Чернов тата М.Филиппова сăвăсем вуларĕç.

Ачасем библиотекарьсене тав туса тулли кăмăлпа саланчĕç, кунта татах килме пулчĕç.

Комсомольски районĕ

http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=66&id=2516593&type=news&page=4 





25 апреля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter